Культура

26 Пуш, 2015

Тавăру. Елена ВИС

Компьютер умĕнче кунĕпех ларма хатĕр Оксана. Йĕкĕреш Дашăпа Машăна шкула ăсатать те тÿрех тĕнчене ярса илнĕ серепене кĕрет. Паян та чун тĕпренчĕкĕсем вăраничченех картишри ĕçсене вĕçлерĕ.

26 Пуш, 2015

Халăх хитре - йăлипе

Республика вĕренÿ институтĕнче «Халăх хитре – йăлипе» ача-пăча фестивалĕ иртрĕ. Унта Шупашкар хулин «Чăваш чĕлхине анлăн вĕрентнĕ май ачасене пур енлĕн аталантарасси» проектпа ĕçлекен 10-мĕш, 35-мĕш тата 59-мĕш шку- лĕсен 1-5-мĕш класĕсенче вĕренекенсем хутшăнчĕç.

26 Пуш, 2015

Ăçта çуралать-ха кĕнеке?

Ача-пăча кĕнекин эрнине халалласа иртнĕ эрнере Шупашкарти Л.Кассиль ячĕллĕ вулавăшра «Ăçта çуралать-ха кĕнеке?» ятпа хăйне евĕрлĕ мероприяти йĕркелерĕç кунти ĕçченсем.

26 Пуш, 2015

"Юратнă ĕçĕмпе савăнатăп...»

Пĕтĕм тĕнчери пуканеçĕсен кунне 2003 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче пĕрремĕш хут уявланă.

Пирĕн театр ĕçченĕсемшĕн те вăл кĕтнĕ кун. Кăçалхи уявра куракансене "Принцесса и Свинопас"(Г.-Х.Андерсен юмахне тĕпе хурса çырнă) спектакльпе савăнтартăмăр.

25 Пуш, 2015

Юбилее хатĕрленсе

Кăçал Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Çавна май вăл çуралса ÿснĕ тăрăхра - Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче - уява хатĕрленме пуçланă. Юбилей тĕлне Пелепей район администрацийĕнче канашлу иртнĕ. Унта Пушкăртстан тата Чăваш республикисен культура министрĕсем Алина Шафиковăпа Вадим Ефимов хутшăннă.

Пелепей район администраци пуçлăхĕн хушăвĕпе уявăн йĕркелÿ комитетне, тăкаксен сметине палăртнă. Слакпуçĕнчи К. Иванов музейне тата ялти сăваплă вырăнсене юсаса çĕнетме бюджетран 1,5 млн тенкĕ укçа уйăрнă. Уява майăн 29-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Pages