Культура
Паян Шупашкарти Трактор тăвакансен керменĕнче "Культура V Победе" мероприяти иртрĕ
Ӑна Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисем тунине асăнса ирттерекен куна халалланӑ. Ҫак куна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче палӑртасси 2021 çултанпа пырать.
Сахалинтан Шупашкара – пĕрремĕш хут
Юпа уйăхĕн 2-5-мĕшĕсенче Шупашкарта Сахалин пукане театрĕн «Пысăк гастролĕ» иртет. Спектакльсем пуçланас умĕн театрта пресс-конференци пулчĕ. Мероприятие ЧР культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, Чăваш патшалăх пукане театрĕн директорĕ Елизавета Абрамова, Сахалин пукане театрĕн илемлĕх ертӳçи Антонина Добролюбова тата Чăваш Республикин театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Сергей Павлов хутшăнчĕç.
Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма йыхравлать
Тĕнче уçлăхĕнче космонавтсем мĕнпе апатланаççĕ, пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ? Кун пирки Чăваш наци музейĕнче уçăлнă «Ку — космос» куравра пĕлме пулать
Унта тĕлĕнмелли темĕн чухлех. Акă маччаран спутник çакăнса тăрать. «Çакăн пеккине 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче космоса янă. Вăл 80 кг ытла таять», — ăнлантарчĕ экскурсовод. Хăйне евĕр экспозиципе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.
Pages
- « первая
- ‹ предыдущая
- 1
- 2
- 3
- 4
- 5
- 6
- 7
- 8
- 9
- …
- следующая ›
- последняя »