Чăваш кĕнеке издательстви конкурса хутшăнма йыхравлать
Чăваш кĕнеке издательстви «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» регионсем хушшинче вун виççĕмĕш хут иртекен конкурса хутшăнма йыхравлать. Кăçал ĕçсене çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 31-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурс пурĕ тăватă номинаципе иртет:
♦«Юратнă кĕнеке çинчен çырнă чи лайăх хаклав». Ку номинацие аслисен те хутшăнма юрать. Çак ĕçре Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăма вуланă хыççăн çуралнă шухăш-кăмăла уçса памалла: вăл мĕнпе тыткăнларĕ, мĕншĕн шăпах ăна суйласа илтĕр т. ыт. те. Ĕç калăпăшĕ – 1–2 страница. Хаклавне хăш кĕнеке тăрăх çырнине, авторне палăртма ан манăр. Ĕçсене чăвашла та, вырăсла та хатĕрлеме юрать. Ку номинацире кирек хăш ÿсĕмри вулакансем те хутшăнма пултараççĕ, анчах аслă ÿсĕмрисен çакна астумалла: Чăваш кĕнеке издательствинче 2019-2024 çулсенче тухнă кĕнекесемпе çеç усă курмалла. Хаклавсене fed_ol@mail.ru электрон почтăпа ярса пама юрать. Çырăва ăсатнă чухне «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса» тесе палăртма ан манăр.
♦«Юратнă хайлаври чи интереслĕ самант» темăпа хатĕрленĕ ÿкерчĕк» номинацире хутшăнакансем кĕнекери пĕр-пĕр саманта ÿкерсе пама пултараççĕ. Сăнар портретне çеç калăпланă тата кĕнекесенчен ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем хак памаççĕ.
Кăçал Çеçпĕл Мишши чăваш классикĕ çуралнăранпа 125 çул çитет. Çак паллă пулăма шута илсе «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелекенсем тепĕр номинаци те хушма йышăнчĕç:
♦«Çеçпĕл Мишши хайлавĕсем тăрăх хатĕрленĕ ÿкерчĕк». Ку номинацире хутшăнакансен поэтăн пĕр-пĕр хайлавĕпе паллашса (сăвă, калав е «Упик» драмипе) сюжетлă ÿкерчĕк калăпламалла. Астăвăр: Çеçпĕл Мишшин портретне ÿкерсе илнĕ ĕçсене жюри членĕсем хакламаççĕ.
♦«Ача хатĕрленĕ чи лайăх кĕнеке» номинацире ачан хăй шухăшласа кăларнă хайлава кĕнеке пек хатĕрлесе памалла. Çак ĕçе калăплакансем тĕрлĕ тĕслĕ кăранташсемпе, фломастерсемпе, илемлĕ хутсемпе усă курма пултараççĕ. Текста алăпа çырмалла, интернетран тупса çыпăçтарнă ÿкерчĕксем пулмалла мар. Ку номинацире ача аллин ĕçĕ тĕпре.
Тепĕр хут аса илтеретпĕр: кирек хăш номинаципе тăратакан ĕçе те ачан хăйĕн пурнăçламалла, аслисем ача ятĕнчен хатĕрлесене жюри членĕсем хак памаççĕ. Конкурса хутшăнма Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кăларăмсемпе çеç усă курмалла. Уйрăм хут çине:
- номинаци ятне,
- конкурса хутшăнаканăн ячĕпе ашшĕ ятне тата хушаматне,
- миçе çултине,
- ăçта вĕреннине е ĕçленине (чăвашла та, вырăсла та туллин тата тĕрĕс),
- килти адресне,
- конкурса хутшăнма хавхалантараканăн (ертÿçĕн) хушаматне, ятне, ашшĕ ятне туллин, телефон номерне, электрон почтине
- суйласа илнĕ кĕнекен ятне, авторне, хăш çулта тухнине палăртмалла.
Ĕçсене çак адреспа йышăнаççĕ: 428019, Шупашкар хули, Иван Яковлев проспекчĕ, 13-мĕш çурт, Чăваш кĕнеке издательстви, 820-мĕш пÿлĕм, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурс. Конкурсăн тулли йĕркипе (Положени) Чăваш кĕнеке издательствин сайтĕнче wwwĕchuvbookĕru, «ВКонтакте» страницинче паллашма пулать.
Тĕплĕнрех (8352) 57-16-63 телефонпа ыйтса пĕлме пулать.
Ольга ФЕДОРОВА, «Чăваш кĕнеки. Пултаруллă çамрăксем» конкурса йĕркелесе пыраканĕ.
Комментари хушас