Тĕнче уçлăхĕнче космонавтсем мĕнпе апатланаççĕ, пушă вăхăта мĕнле ирттереççĕ? Кун пирки Чăваш наци музейĕнче уçăлнă «Ку — космос» куравра пĕлме пулать
Унта тĕлĕнмелли темĕн чухлех. Акă маччаран спутник çакăнса тăрать. «Çакăн пеккине 1957 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче космоса янă. Вăл 80 кг ытла таять», — ăнлантарчĕ экскурсовод. Хăйне евĕр экспозиципе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.
«Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă куравра космосра пулнă япаласене те курма пулать. Кунта тăратнă япаласем космонавтика пирки ытларах пĕлме пулăшаççĕ», — терĕ Олег Алексеевич.
Куравра Шупашкарти А.Г.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем те пулчĕç. Вĕсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ача чухнехи ĕмĕт-тĕллевĕ пирки ыйтса пĕлчĕç.
«Пирĕн вăхăтра мĕн пур арçын ача пĕр професси пирки çеç шухăшланă. Космонавтсем чи сумлă та чаплă çынсем пулнă», — хуравларĕ Олег Алексеевич.
Василий Кузьмин сӑн ӳкерчӗкӗсем кунта...
Комментари хушас