Культура

21 Раштав, 2013

«Сухай кинемисем»

Уçырмари культура çуртĕнче Удмурт Республикинчи çĕкленчĕк кăмăллă кинемейсен «Бурановские бабушки» фольклор-такмак ансамблĕн репертуарĕнчи юрă илтĕнсе кайсан фойери, урамри халăх залалла туртăнчĕ. Раççейре кăна мар, Европăра та анлă сарăлнă юрă сăмахĕсем чăвашла янăрани тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ.

Ансамбльте сакăр çын. Ячĕ - «Сухай кинемисем». Ăна пуçараканĕсем - О.Васильевăпа И.Степанова. Иккĕшĕ те вĕрентекенсем. Ольга Леонидовна Канашри педагогика колледжĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет, Ирина Ильинична - хулари 8-мĕш вăтам шкулта пуçламăш классене.

21 Раштав, 2013

Нарспие нумайăшĕ вылянă, ăна çитекенни пулман

РСФСР тата ЧАССР халăх артисткине Нина Григорьевăна юбилейпе саламланă май çапла каларĕ К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн тĕп режиссерĕ Валерий Яковлев. Çĕрпÿ районĕнчи Чиричкасси хĕрĕ калăпланă сăнарсем халăх асĕнче, культура историйĕнче юлни çинче чарăнса тăчĕ вăл. Уяв каçĕнче Нина Ильиничнăна «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа наградăларĕç. В.Распутинăн «Сыв пуллашу» ĕçĕнче Настасьăна вылянăшăн Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен «Туганлык» фестивальте «Хĕрарăм ролĕ иккĕмĕш планри» номинацире çĕнтернĕ вăл.

21 Раштав, 2013

Чăваш каччин сасси генерала та тыткăнланă

Пĕчĕк Сашук колхоз председателĕнче ĕçлекен ашшĕ тытса пыракан мотоцикл кÿминче ярăнма кăмăлланă. «Ну, Сашук, юрласа пар», - час-часах ыйтнă уй-хирте тăрмашакансем. Лавккана пырсан та канфетпа хавхалантарнă май çав çăмăлпах чăрмантарнă ăна аслисем.

20 Раштав, 2013

Лаша эрех шăршине те юратмасть

Нумаях юлмарĕ - Çĕнĕ çул алăкран шаккĕ. Уява хатĕрленме тытăнмарăр-и-ха? Лаша çулне мĕнле кĕтсе илмелле?

Çитес çул палли - кăвак йывăç Лаша. Вăл - пархатарлă чĕр чун. Ăна тĕрлĕ культурăра чăтăмлăхĕшĕн, ырăлăхĕшĕн, ĕçченлĕхĕшĕн хисеплеççĕ. Китайри ĕлĕкхи астрологсем лашана çут çанталăк вăйĕн палли тенĕ. 2014 çул талисман пекех аталануллă пулĕ. Йывăç Лаша ыттисенчен ырăлăхĕпе, лайăх, çемçе кăмăлĕпе, шухăш хастарлăхĕпе уйрăлса тăрать.

Pages