Культура

27 Раштав, 2013

Çĕнĕ Çулхи паллăсем

  • Çĕнĕ çул умĕн кивçен илемелле мар – пĕтĕм çулталăк парăмра иртĕ.
  • Çĕнĕ çул умĕн çывăх çынсене, тăвансене, тус-юлташа каçармалла, пĕтĕм кÿренĕве манмалла.
  • Хĕрарăмсен çур çĕрччен хул пуççи çине тутăр уртмалла, сехет юлашки хут çапсан тутăра хăвăрт илсе пăрахмалла. Çапла тусан пĕтĕм чир-чĕр, начарри иртнĕ çулта юлать тенĕ.
    26 Раштав, 2013

    Тасату хăватне çĕклессишĕн кĕрешесчĕ!

    Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн-че Николай Ишентейĕн «Тасату сасси» кĕнекин хаклавĕ (презентаци) иртрĕ.

    26 Раштав, 2013

    Çĕнĕ çул çинчен

    Кашни çĕр-шыв Çĕнĕ çула тĕрлĕрен хатĕрленет, кĕтсе илет, уявлать. Тĕслĕхрен, Авалхи Вавилонта Çĕнĕ çула çуркунне уявланă. Тăван халăхĕ ирĕккĕн те уçăмлăн савăнса-култăр тесе Вавилон патши çумĕсемпе пĕрле вăхăтлăха хуларан тухса кайнă.

    Микронези утравĕсенчен пĕринче пурăнакансем кăрлачăн 1-мĕшĕнче харпăр хăй валли çĕнĕ ят суйласа илме пултараççĕ. Ăна вĕсем усал-тĕсел илтесрен, çывăх çыннисене çеç пăшăлтатса пĕлтереççĕ.

    25 Раштав, 2013

    «Кăмăл» халăха савăнтарать

    ЧНК çумĕнчи «Чăвашлăх управçи» пĕрлешÿ «Чăваш хĕрарăмне мухтав» проектпа килĕшÿллĕн чăваш халăхĕн пултаруллă та маттур хĕрарăмĕсене час-часах чыслать. «Кăмăл» çемье ансамблĕ те ырă сăмаха тивĕçрĕ. Ăна мал ĕмĕтлĕ, пуян чун-чĕреллĕ Дина Кудряшова ертсе пырать.

    25 Раштав, 2013

    Вадим Ефимов: «Умри тĕллевсем пысăк»

    РФ Президенчĕн В.Путинăн 2013 çулхи акан 22-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн 2014 çул Раççейре Культура çулталăкĕ пулĕ. Чăваш Республикинче вăл кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

    Pages