Комментари хушас

26 Раштав, 2013

Тасату хăватне çĕклессишĕн кĕрешесчĕ!

Нумаях пулмасть И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕн-че Николай Ишентейĕн «Тасату сасси» кĕнекин хаклавĕ (презентаци) иртрĕ.

Ăна Елена Петровна Чекушкина доцент (вăлах Елен Нарпи çыравçă та) ертсе пычĕ. Кĕнекене пахалама сумлă çынсем, вĕрентекенсемпе студентсем пуçтарăнчĕç. Пĕрремĕш курс студенчĕсем сăвăçăн хăш-пĕр хайлавне илемлĕ вуласа поэзи тĕнчине çывхарма пулăшрĕç.

Ирина Владимировна Софронова доцент поэт пултарулăхне тишкернĕ май ун пирки кĕскен каласа пачĕ. Пĕчĕккисем валли çыракан сăвăç хайлавĕсенчи сăнарсем ырă кăмăллă, ялан пулăшма хатĕр пулнине палăртрĕ. Ача-пăча лексикинчи сăмахсемпе усă курни ăна кĕçĕннисен чĕлхине çывăхлатать. Автор халăх сăмахлăхĕпе анлă усă курать. Ачасемшĕн питĕ кăсăклă хайлавсем çырать вăл, çамрăксене тÿрĕ çултан пăрăнасран сыхлать. Нумайăшĕн çĕнĕ кĕнекепе паллашас туртăм пысăкланчĕ. Чăнах та, мĕн хатĕрленĕ-ха пире валли Ишентей хальхинче/

Кĕнекене виçĕ хайлав кĕнĕ: «Çуралман ача сасси» тата «Утмăл минутлăх чăнлăх» поэмăсемпе «Чăнлăхшăн чару çук» трагеди. Вĕсене пĕрле çыхăнтараканĕ - тасату.

Ум сăмахне шăрçалаканĕ - чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. «Ишентей - питĕ туйăмлă, пысăк шухăшлă, çĕнĕлĕхлĕ поэт. Вăл литературăра хăйĕн çулне шырать, такам çулĕпе утасшăн мар», - терĕ Сементер. «Тасату сассин» авторне вăл аван пĕлет, пĕр шкултах вĕреннĕ-çке. Çавăнпах пуль юлташне ырă сунса калани те тăванла янăрарĕ:

«Малашне те, ентешĕм, çапла пул!

Çирĕп пултăр санăн хул!»

Хаклава пухăннисем Николай Ишентей поэзийĕ хăй евĕрлĕ пулнине палăртрĕç. Çамрăксен театрĕн режиссерĕ Иосиф Дмитриев сăлтавне те уçса пачĕ. «Унăн хăйне евĕрлĕхĕ - вăл техник пулнинче», - терĕ вăл. Чун ирĕклĕхĕ пирки калаçакан сăвăçăн поэзийĕ те ирĕклĕ. И.А. Дмитриев каланă тăрăх, кашни çыннăн ку тĕнчерен кайнă чухне ăна пехиллесе хăвармалла. Ишентей поэзийĕ те çак шухăша çывăх. Доцент пулнă май Иосиф Александрович вĕрентсе каламасăр та тÿсеймерĕ: «Ачăрсене ан таптăр, вĕсем ирĕклĕ ÿсчĕр. Ăса кĕрсен хăйсемех вĕренме тытăнаççĕ. Ачасен ирĕклĕхне пĕтерсен эпир вĕсене пĕтеретпĕр», - терĕ вăл.

Техник ĕçне алла илсен Николай Ишентей куçăмсăр майпа чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче вĕреннĕ. «Микула хăйне евĕр студентчĕ, - аса илет Виталий Григорьевич Родионов профессор. - Студент пулнă вăхăтрах вăл маншăн юлташчĕ те, хăш пĕр ыйту тавра чылай тавлашаттăмăр». В.Г. Родионов шухăшĕпе, Ишентей поэзин çĕнĕ функцине тунă, вăл çынна çĕр çинче тунă çылăхĕсенчен тасалма кирлĕ. Георгий Иосифович Федоров тата Виталий Иванович Сергеев профессорсем те сăвăç пултарулăхне ырларĕç. «Ишентей пирки ырă сăмах каланине пуçласа Г.Н.Волковран илтрĕм», - терĕ Виталий Иванович. Пирĕн паллă академик сăвăçăн «Çуралман ача сасси» поэмине уйрăмах пысăк хак панă-çке.

Халăх пурнăçне Ишентей юхан шывпа танлаштарать: çынсем юхан шыва варалаççĕ, вăхăт иртсен вăл хăех тасалать - обществăра та çаплах. «Пурте çылăха кĕретпĕр. Айăпа кĕрекене тÿрех çапса хуçма юрамасть. Хăйне шухăшлама май памалла. Шухăшлаттараканни - шăпах литература», - терĕ çынсене тасалма чĕнекен сăвăç.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.