Культура

28 Пуш, 2014

Алиса Лукина, «Вĕрентекенĕн яланах вĕренмелле!»

Ачалăхра, ытти çамрăк пекех çунат чунлăскер, вăл математика саккунĕсем çинче никĕсленнĕ кăткăс формулăсен хитре тĕнчинче çÿреме юратнă.

28 Пуш, 2014

Çухалнă хысна

Ылтăн Урта саланса кайсан Атăлçи тăрăхĕн стратеги пĕлтерĕшĕ хăрушла ÿсет. Геополитика ыйтăвĕ пĕрре: Атăл кам аллинче - çавă çĕнĕ патшалăх чăмăртать. 1551 çул. Хусан-Мускав хирĕç тăрăвĕ юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче тĕппипех пăчланать. Ылтăн Урта вырăнне Раççей çĕкленет, Мускав патшин самани çитет.

28 Пуш, 2014

Амазонсем

Чăваш хĕрарăм кĕпи кăраллăхĕ - куç тулли. Тÿрех курăнать: вăл вăрçă çи-пуçĕнчен «çуралнă». Хушпу-тенкĕ вара - хÿтĕлев çуй-кăралĕ. Унăн тытăмĕ – юлан утçăна юрăхлă çи-пуç. Çуран çапăçакан валли мар çак тум. Аркăллă кĕпене кĕскетсен вăл та куртка пулса тăрать - лаша утланса çÿремелли тумтир.

28 Пуш, 2014

Чăваш сăмахĕ тĕнчипех сарăлнă

Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта пирĕн республикăран та калем ăстисем хутшăнчĕç. “Чăваш хĕрарăмĕ хаçат” редакторĕ Маргарита Ильина тата “Сувар” телеканал ертÿçи Олег Цыпленков йăхташăмăр-ĕçтешĕмĕрсене Чăваш Енри массăллă информаци хатĕрсем çинчен каласа кăтартрĕç.

Маргарита Ильина пирĕн республикăра сăмах чăнласах та ирĕклине, хаçат кăларас енĕпе нимĕнле чăрмав та çуккине палăртрĕ. Ахальтен мар-тăр Чăваш Енре 175 массăллă информаци хатĕрне шута илнĕ /2014 çулхи кăрлачăн 27-мĕш тĕлне/.

28 Пуш, 2014

Ĕлĕкхи юрăсене манăçа кăларасшăн мар

"Кăçал хĕл каçнине те сисмерĕмĕр", - теççĕ Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел ялĕнчи "Тевет" ушкăн хĕрарăмĕсем. Вĕсем хăйсен репертуарне çĕнетсех тăраççĕ. Тухса çÿремешкĕн транспорт çукки те чăрмав мар вырăнти сцена ăстисемшĕн. Уçă саслăскерсем 206-мĕш автобуспа ăçта кăна çитсе килмен-ши? "Юрласа пырсан укçа илместĕп", - водитель çапла каланине хăнăхнă вĕсем. Çавăнпа транспорта кĕрсенех концерт пуçламашкăн килтенех хатĕрленсе тухаççĕ. Чăн та, çапла майпа кирлĕ вырăна тÿлевсĕрех çитет "Тевет" ушкăн. Артистсене ытараймасăр автобусран тухакан пĕтĕм халăх киле каяс вырăнне клуба кĕрсе юлать.

Pages