Комментари хушас

28 Пуш, 2014

Амазонсем

Чăваш хĕрарăм кĕпи кăраллăхĕ - куç тулли. Тÿрех курăнать: вăл вăрçă çи-пуçĕнчен «çуралнă». Хушпу-тенкĕ вара - хÿтĕлев çуй-кăралĕ. Унăн тытăмĕ – юлан утçăна юрăхлă çи-пуç. Çуран çапăçакан валли мар çак тум. Аркăллă кĕпене кĕскетсен вăл та куртка пулса тăрать - лаша утланса çÿремелли тумтир. Кĕпе арки тахçан курткăн çуй сыхчи вырăнĕнче çÿренĕ. Сăнăр-ха эрешсем çакса тултарнă, тухья-хушпу тăхăннă чăваш хĕрарăмне. Хĕç-ухă кăна çитмест çи-пуçне «тултарма»! Çавăнпа чăваш асламăш-несĕлĕсем амазонкăсем пулнă тесе ĕненекенсем нумай. Шупашкарта хĕр çуйăçсене чысласа палăк тахçанах лартмалла та вĕт - хамăртан хамăр хăрани пĕтерет.

Чăнлăха пытарар мар, пĕлтерер: хĕрарăм кĕпине эрешлекен тенкĕ-тухья ар çын çар çи-пуçĕнчен кĕнĕ. Çак хÿтĕлев çуй-кăралĕ сĕм авалтанпах кĕмĕлтен пулнă теме те пулать. Мĕншĕн тесен тимĕр тутăхать-çĕрет, ăна тасатса çупа сĕрсех тăмалла. Унăн ĕмĕрĕ кĕске. Кĕмĕл çи-пуç вара ăруран ăрăва пырать, çуйăçлăхне те, хакне те çухатмасть. Кĕмĕл микроб-бактерине пĕтернине те манар мар. Çакнашкал хÿтĕлев юна, сурана варласа шыçăнтармасть, чире ямасть.

Истори докуменчĕсенчен паллă «кĕмĕл пăлхар» этноним та çак шухăша çирĕплетет. Хĕрарăм кĕпипе тăхăнакан саппун пирки те каласа хăвармалла. Кăрал çи-пуçра вăл та ытлашши мар. Юланутçăсем ĕлĕк-авал саппунсене пĕрле илсе çÿренĕ, çуран çапăçмалла чухне вĕсене çакнă. Саппун та - хÿтĕлев çуй-кăралĕ. Вăл вăхăтри саппуна тир-сăрантан тунă, унăн хÿтĕлĕхне те тенкĕсемпе вăйлатнă. Тенкĕ кăрал-çи-пуç çуйăçа пит хÿтĕлемен те пек туйăнать. Кÿпе ?кольчуга% е алпар ?рыцарь% питлĕхĕсем мар та - шанăçсăр пек. Манар мар: çапăçу пуçлансан малтанхи тапхăрта кăна çуйар ?воин% хĕçпе-пуртăпа сулмаклăн сулса хăрушла çапма-касма пултарать. Кайран ывăнтарать те çапăм вăйĕ улшăнать. Тарăн мар сурансем ытларах амантаççĕ ÿте. Пит хăрушах мар сурантан вара - вĕçĕмсĕр хускалнă май - юн чарăнми юхать. Çын халтан каять те çĕре ÿкет. Ăна вара ыттисем таптаса çеç каяççĕ. Сулмаклăхне çухатнă хĕç çапăмне тенкĕ-хÿтĕлев чиперех тытать, ÿте суранлатма памасть.

Тăван халăх арçыннисене кĕтмен шухăшпа савăнтарар. Пирĕн несĕлсен асатте-несĕлĕсем те çичĕ вăрман леш енчи хурăн тăрринчен амазонкăсемпе тăван пулма пултараççĕ. Ази йÿркĕнĕсен - куçса çÿрекенсен, номадсен - хăш-пĕр йăхĕсем е уртисем мĕн сĕм авалтанпах Аслă çеçен хире тухса хальхи Монголи тăрăхĕнчен Вăтаçĕр тинĕсĕ патне çитнĕ. Чингисхан вăхăтĕнче те «юлашки тинĕс патне çитмелле» тени менталитетри никĕслĕ курăм. Юлашки тинĕс вара монголсемшĕн Китай леш енче кăнтăрта мар, çеçен хир тăрăх анăçра выртнă - Вăтаçĕр тинĕсĕ вăл. Мĕн авал-ĕлĕкех пулкаланă Ази йÿркĕнĕсем Хура тинĕс, Кавказ тăрăхĕнче. Китай çул çыравĕсенчен паллă Каньгюй ?Хунцуй% çĕр-шывĕ пирĕн эрăчченхи ĕмĕрте Азири Талас юхан шывĕпе Европăри Атăл хушшинче сарăлса выртнă.

Грек чĕлхинчен куçарсан амазонка «ама çын» тенине мар, «кăкăрсăр» тенине пĕлтерет. Халĕ вара хăвăра авалхи грексем вырăнне лартăр та Азирен тĕнче касса килнĕ юлан утçăсемпе тĕл пулсан вĕсен куçне мĕн курăнни пирки шухăшлăр. Çакна та асăрхаттарар. Эллинсен тĕнчинче скифсем-перссем, кавказсем кĕреçе сухаллă çынсем. Вăрăм çÿçе вулле ярса çÿрекен ар çынсене курман та грексем. Ази йÿркĕнĕсем вара сухалсăр, çара питлĕ. Грексемшĕн юланутçă ар çынсем пăхма хĕрарăм пекех. Сухалсăр-мĕнсĕр, вăрăм çÿçĕсене сапаланă. Е çивĕтленĕ - ун пекки те пулнă. Акă вĕсем - амазонкăсем: кăкăрсăр çуйăçсем!

Нимĕнле номадсем те мар, классикăллă амазонкăсем куç умне тухса тăраççĕ!

Амазонкăсем пирки калакан хавхасем тĕрлĕ çăл куçран пуçтарăннă. «Истори ашшĕ» Геродот çырса хăварнисем тавра кÿлĕленнĕ. Çак хитре мифсене çуралма, тен, Ази юлан утçисем те пулăшнă/

Портрет сăн ÿкерчĕкĕ А. Минеева-Мартыновăн.

 

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.