Культура

1 Ака, 2014

Ăс-хакăл - чи лайăх сиплевçĕ

Иртнĕ кăларăмра пичетленнĕ Нинăн çырăвĕ питĕ шухăша ячĕ. Эпĕ унăн çырăвне темиçе хутчен те вуларăм, унтан та ытла "Секрет" документлă фильма нумай хутчен те пăхрăм. Пытармастăп, çыру та, фильм та манăн пурнăçа улăштарчĕç. Эпĕ шухăшлани, палăртни пĕчĕккĕн пурнăçланма тытăнчĕ. Кăмăл-туйăм та, сывлăхăм та лайăхланчĕ. Пĕлĕшĕмсем Ронда Бернăн "Тайна", Джон Кехăн "Подсознание может все!" кĕнекисене сĕнчĕç те - хаваспах паллашрăм.

31 Пуш, 2014

Чĕлхе çине килни ума килет

Этем çут тĕнчепе пĕр тытăмра пурăнать. Пирĕн шухăшсене, кăмăл-туйăма такам курса, илтсе тăнăнах туйăнать хăш чухне. Чăвашсен: "Чĕлхе çине килни ума килет",- тени пур. Тепĕр чухне шухăшламасăрах начар япала "персе яратăн" та - "кĕрепле аври çамкаран пырса çатлаттарать".

31 Пуш, 2014

Надежда Бабкинăна - Тав çырăвĕ

Культурăпа халăх пултарулăхĕн республика керменĕнче "Раççей юррисем" фестиваль-марафонăн гала-концерчĕ иртрĕ. Асăннă пулăм - Раççей халăх артистки Надежда Бабкина ертсе пынипе Чăваш Енре Культура çулталăкĕнче йĕркеленĕ пысăк турне. Тăватă куна тăсăлчĕ вăл.

31 Пуш, 2014

Вăл паян та пирĕнпе

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнче чăвашсен паллă прозаикĕ, ăсчахĕ Константин Петров çуралнăранпа 90 çул çитет. Вăл çырнă произведенисем паян та вулакана кăсăклантараççĕ.

Константин Константинович пурнăçĕпе пултарулăхĕ пирки "Хыпар" хаçатăн ыранхи номерĕнче Раççей Писательсен союзĕн членĕ Геннадий Уткин паллаштарать.

29 Пуш, 2014

"Хыпар", 56-57 //, 2014, пуш, 29

  • Савăнăç парнелекен асамçăсем

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕнче "Чĕнтĕрлĕ чаршав" конкурс çĕнтерÿçисене чысларĕç.

  • Вăхăт çĕр ĕçченне васкатать

Йĕпреç тăрăхĕнчи "Патман" ял хуçалăх кооперативĕн ĕçченĕсем çурхи ĕççие тĕплĕн хатĕрленнĕ.

  • Номерте - "Ыйту-хурав", "Мĕн çыраççĕ хаçатсем", "КРИМ" кăларăмсем.

  • Сочи çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ

Олимп тата Паралимп вăййисен тĕп хулинче Чăваш Енри 200 яхăн волонтерпа 11 судья ĕçленĕ

Pages