Кун хыççăн кун

21 Раштав, 2021

Вӗсене манма юрамасть

Паян Наци библиотекинче Ольга Нягинӑн "Забвению не подлежит" кӗнекин презентацийӗ иртрӗ.

Ку кӑларӑм библиографи справочникӗ ҫеҫ мар, унта чрезвычайлӑ лару-тӑрусене сӑнланӑ, пушар хуралӗнчи паттӑрсем ҫинчен каланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кӑларӑма РФ ШӖМӗн Ивановӑри пушарпа техника училищин курсанчӗсен "Офицеры пожарной охраны" сӑввинчен пуҫланӑ.

21 Раштав, 2021

Волонтерсен юхӑмĕ аталансах пырать

Паян Оперӑпа балет театрĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхĕн ҫумĕнчи ырӑ кӑмӑлӑх аталанӑвĕн (волонтер юхӑмĕн) канашĕн ларӑвĕ иртрĕ. Ӑна ЧР вĕрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров ертсе пычĕ.

21 Раштав, 2021

Ачасен ĕмĕчĕсем пурнăçланĕç

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче "Ĕмĕтсен елки" Пĕтĕм Раççейри ыр кăмăллăх акцийĕ уçăлчĕ. Чăваш эрешĕпе илемлетнĕ чăрăш тÿрех куçа илĕртет. Унăн тепĕр хăйне евĕрлĕх те пур - ачасем хăйсен ĕмĕчĕсене палăртса шăрçаланă çырусем.

21 Раштав, 2021

«Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем — çĕнтерӳçĕсен йышĕнче

Паян ЧР Цифра министерстви йĕркеленĕ конкурссенче мала тухнисене чысларĕç. Çак йышра «Хыпар» Издательство çурчĕн журналисчĕсем те пур.

20 Раштав, 2021

Çĕнĕ çула – чăваш апачĕпе

ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш йăли-йĕркине упрас тĕллевпе «Çĕнĕ çула – Чăваш апачĕпе» флешмоб пуçарать.

Унта хутшăнас тесен наци апатне хатĕрлесе видеоролик ӳкермелле те ăна социаллă сетьсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаçтармалла. Видеороликре апата мĕнрен, мĕнле хатĕрленине, çавăн пекех наци кухнин йăли-йĕркине упрасси çинчен калама пулать. Флешмоба раштавăн 31-мĕшĕччен кирек кам та хутшăнаять.

Pages