Комментари хушас

21 Раштав, 2021

Вӗсене манма юрамасть

Паян Наци библиотекинче Ольга Нягинӑн "Забвению не подлежит" кӗнекин презентацийӗ иртрӗ.

Ку кӑларӑм библиографи справочникӗ ҫеҫ мар, унта чрезвычайлӑ лару-тӑрусене сӑнланӑ, пушар хуралӗнчи паттӑрсем ҫинчен каланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин паттӑрӗсене уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ. Кӑларӑма РФ ШӖМӗн Ивановӑри пушарпа техника училищин курсанчӗсен "Офицеры пожарной охраны" сӑввинчен пуҫланӑ.

Малтанхи вулакансем кӗнекене питӗ кӑмӑллӑн йышӑннӑ. Ҫакӑ презентацие пухӑннисен сӑмахӗсенченех паллӑ пулчӗ.

Ольга Васильевна - Раҫҫей МЧСӗн Чӑваш Енри тĕп управленийӗн пресс-службин ертÿçи, шалти служба полковникĕ. Ҫавӑнпа та ҫак кӗнекене кӑларасси унӑн чун ыйтни теме пулать. Кӑткӑслӑхӗ те пулнах ӗнтӗ, анчах пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитересех тенӗ. Тепӗр тесен, ашшӗ те, Раҫҫей МЧСӗн хисеплӗ ветеранӗ Василий Нягин, ӑна хавхалантарсах тӑнӑ. "Оля, ку кӗнеке сана мар, пирӗн хыҫҫӑн юлакан ӑрӑва кирлӗ", - тенӗ вӑл.

"Забвению не подлежит" кӗнеке хӑйӗн вулаканне тупатех.

www.hypar.ru