Кун хыççăн кун

12 Кăрлач, 2022

Йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти Республика тӳремĕн урамĕнче вырнаçнă 2-мĕш çуртра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн йышăну пӳлĕмĕ уçăлчĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов палăртнă тăрăх, депутатсен тивĕçĕсем нумай енлĕ. Çапах та вĕсен ĕç-хĕлĕнче суйлавçăсемпе тĕл пуласси тĕп вырăнта тăрать. Йышăну пӳлĕмне çак тĕллеве шута илсе йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Унта ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем граждансемпе тĕл пулса вĕсене хумхантаракан ыйтусене татса пама пулăшĕç.

10 Кăрлач, 2022

5110 çын ĕç шырать

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерстви ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва тишкернĕ.

Кăрлачăн 10-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕçсĕр 5110 çынна регистрациленĕ. Ĕçлекенсемпе танлаштарсан ку 0,85 процентпа танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа 34 830 çынна ĕçе вырнаçтарнă, вĕсен шутĕнче сусăррисем — 560.

10 Кăрлач, 2022

Тепĕр пункт хушăнĕ

Регионта иртекен çул-йĕршĕн йывăр тиевлĕ машинăсем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.

Çулсен тытăмĕ ан пăсăлтăр тесе республикăра виçев тĕрĕслевĕн пункчĕсем ĕçлеççĕ. Паянхи кун вĕсем 3: Улатăр, Етĕрне тата Муркаш районĕсенче. Вĕсем транспорт хатĕрне чармасăрах унăн виçине палăртаяççĕ. Çавăн пекех машинăн хăвăртлăхне те виçеççĕ, сăн ӳкерсе илеççĕ. Ку ытлашши тиевлисене асăрхама май парать. Çакнашкал виçев тĕрĕслевĕн пунктне Шупашкар районĕнче те хута яма палăртнă.

Pages