Комментари хушас

20 Раштав, 2021

Çĕнĕ çула – чăваш апачĕпе

ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш йăли-йĕркине упрас тĕллевпе «Çĕнĕ çула – Чăваш апачĕпе» флешмоб пуçарать.

Унта хутшăнас тесен наци апатне хатĕрлесе видеоролик ӳкермелле те ăна социаллă сетьсене #ОбразованиеЧувашии, #ВкусноЧувашское, #ВНовыйгодсчувашскимблюдом хештэгсемпе вырнаçтармалла. Видеороликре апата мĕнрен, мĕнле хатĕрленине, çавăн пекех наци кухнин йăли-йĕркине упрасси çинчен калама пулать. Флешмоба раштавăн 31-мĕшĕччен кирек кам та хутшăнаять.

www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ