Кун хыççăн кун

20 Раштав, 2021

Мониторинг çителĕксĕр – хаксене витĕм кӳме тăрăшмалла

Хаксен теми ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура тĕп вырăнта пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев мониторинг йышши мероприятисемпе кăна çырлахма юраманнине пусăм тусах палăртрĕ: хаксене витĕм кӳмелли патшалăх политикине палăртмалла.

18 Раштав, 2021

Хветӗр Акивер ҫыравҫӑн чӗри тапма чарӑннӑ

Раштавӑн 17-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн, куҫаруҫин, Ҫ. Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗн, ЧР тава тивӗҫлӗ искусствӑсен деятелӗн Хветӗр Акиверӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Федор Георгиевич Коновалов 1943 ҫулхи кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫ ялӗнче ҫуралнӑ.

Вӑл "Ялав", "Капкӑн", "Тӑван Атӑл" журналсенче ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Енри писательсен союзне ертсе пынӑ.

17 Раштав, 2021

Хӗрлӗ Чутай шкулӗ - 200 ҫулта

Паян Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Хӗрлӗ Чутай районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревре пулчӗ.

Шӑпах ҫак кун Хӗрлӗ Чутай шкулне никӗсленӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрӗ. Уява Олег Алексеевич та хутшӑнчӗ. Вӑл район ҫыннисене, вӗрентекенсене, ветерансене ҫак кунпа саламларӗ, малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнсе каларӗ.

17 Раштав, 2021

Шупашкар хуласемпе районсене агломерацие пĕрлештерĕ

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев нумаях пулмасть Патшалăх Канашне Шупашкар агломерацийĕн аталанăвне тĕплĕ тишкерсе тĕллевсене палăртма сĕннĕччĕ. Парламент вăрах кĕттермерĕ, эрнекун депутатсем министрсене, агломерацие кĕрекен муниципалитетсен ертӳлĕхне явăçтарса çак ыйтупа итлев ирттерчĕç.

Pages