Кун хыççăн кун

25 Ака, 2014

Канашсем ал шăллисем тĕрленĕ

Чăваш Ене мĕн авалтан çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Ĕлĕкрен чăваш çемйисенче хĕр пĕрчисене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентнĕ. Маçтăрсем хăйсен ăсталăхне çамрăксене кăтартнă. Çапла майпа хитре çак искусство паянхи кунчченех упраннă.

23 Ака, 2014

Телей маршручĕ: Барселона - Шупашкар

...Çулланнă арçын, пилĕк çул каялла чăвашла мар, вырăсла та пĕр сăмах та пĕлменскер, паян хăйĕн çемйинче виçĕ чĕлхе куллен янăранине çирĕплетет: каталон, вырăс тата чăваш чĕлхисем. Барселона хулинче çуралса ÿснĕ çын Шупашкара мĕнле килсе лекнĕ?

17 Ака, 2014

Олеся Игнатьева - чи вăйли

Белгородра Олимп чемпионки Светлана Хоркина ячĕллĕ вĕренÿпе спорт комплексĕнче аслă вĕренÿ заведенийĕсен хушшинче армспорт енĕпе çĕр-шыв чемпионачĕ иртнĕ.

Pages