Хулари чи ăста çамрăк вĕрентекен

Шупашкарта професси ăстисен "Хула вĕрентĕвĕн çамрăк педагогĕсем" конкурсĕ иртнĕ.

Çамрăк специалистсен пултарулăхне аталантарас тата вĕсен опычĕпе ыттисене паллаштарас тĕллевпе пуçарнă конкурса хулари шкулсенче ĕçлекен 25 вĕрентекен хутшăннă. Пĕрремĕш турта конкурсçăсем хăйсемпе паллаштарнă, уçă уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем ирттернĕ. Иккĕмĕш турта финалистсем "Вĕрентекен - чи сумлă професси" темăпа тухса калаçнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе çĕнтерÿçĕ ятне 11-мĕш вăтам шкулти музыка учителĕ Алексей Ляхов тивĕçнĕ. Хулари чи ăста çамрăк вĕрентекен И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педагогика университечĕн музыка-педагогика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, 2012 çулта вăл Пĕтĕм Раççейри "Пуласлăх учителĕ" конкурсăн республикăри тапхăрĕнче мала тухнă.

О.МАСЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.