Комментари хушас

25 Ака, 2014

Канашсем ал шăллисем тĕрленĕ

Чăваш Ене мĕн авалтан çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ теççĕ. Ĕлĕкрен чăваш çемйисенче хĕр пĕрчисене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентнĕ. Маçтăрсем хăйсен ăсталăхне çамрăксене кăтартнă. Çапла майпа хитре çак искусство паянхи кунчченех упраннă.

Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа чăваш наци культурине хисеплеме хăнăхтарас, чăваш йăли-йĕркине упрас тĕллевпе Канаш хулинче «Çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕнче» конкурс йĕркеленĕ. Ăна Культура çулталăкне тата Чăваш чĕлхи эрнине халалланă. Конкурс условийĕпе килĕшÿллĕн ăстасем тĕрленĕ ал шăллисене Канаш хула администрацийĕн вĕрентÿ тата çамрăксен пайне илсе килнĕ. Алă ăстисене хальхинче хăнасене кĕтсе илмелли ал шăллисем тĕрлеме сĕннĕ. Асăннă конкурса Канашри пур шкул та хутшăннă. Çак кунсенче жюри ĕçсене пăхса тухнă, вĕсене пысăк хак панă. Çĕнтерÿçĕсене вара паян, Чăваш чĕлхи кунĕнче чыслĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.