Операторсем канашларĕç

Красноармейски районĕнче «Тăватă пинлисен клубĕ» 2002 çулта йĕркеленнĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе унта машинăпа ĕне сăвакан 16 оператор кĕнĕ.

Вĕсем - «Красное Сормово», «ВОЛИТ», «Караево» пĕрлешÿсенчен тата Аркадий Степановпа Венера Васильева хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен. Яманакри сĕт-çу фермин дояркисем Лариса Еремеевăпа Татьяна Смирнова, Светлана Даниловăпа Ева Иванова, Татьяна Абрамовăпа Алиса Маркова иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 5760-5674-5651 килограмм сĕт сунă. Кăçал кăтартусене 6000 килограма çитересшĕн. Машинăпа ĕне сăвакан операторсене район центрĕнче пухса район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Шестаков саламланă, Дипломсемпе, парнесемпе чысланă.

В.ДАНИЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.