Кун хыççăн кун

27 Çу, 2017

Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти чăвашсем Слакпуçĕнче Кĕçтенттина пуç тайнă

Ĕнер Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Унта Чӑваш Республикинчен, Пушкӑрт Республикинчи тӗрлӗ хулапа ялтан, Саратов, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.

27 Çу, 2017

Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнланă Шупашкарти кинофестиваль паян хупăннă

Лайăххин те вĕçĕ пулать теççĕ. Çаплах иккен. Акă Шупашкарти кинофестиваль те хупăнчĕ. Пилĕк кун та пилĕк каç тыткăнларĕ вăл хула çыннисемпе унăн хăнисене. Кинофестиваль вĕçленнипе çыхăннă мероприятие ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич фестиваль йĕркелÿçисене чăваш халăхне кино тĕнчипе çывăхлатма пулăшнăшăн тав турĕ, хăйĕнчен ятарлă парне пуррине пĕлтерчĕ. Çак парнене СССР халăх артистки Мая-Гозель Аймедова тата Ходжакули Нарлиев тивĕçрĕç.

26 Çу, 2017

Симĕс карттус тăхăнма пурне те пÿрмен

Республикăри «Чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕ ыттисенчен маларах йĕркеленнĕ. Чикĕ хуралçине халалланă палăка та вĕсем ытти районсенчен маларах лартнă. Каçал тăрăхĕнчи «симĕс карттуслисен» ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма эпир унăн председателĕнчен Анатолий Терентьевран ыйтрăмăр.

Палăк шучĕ те ÿсет

26 Çу, 2017

Инвесторсемшĕн – лайăх, ĕçкĕçсемшĕн япăх хыпарсем

Инвесторсем валли республикăра çĕнĕ çăмăллăхсем пулĕç. Чăн та, пурин валли те мар, вĕсемпе пысăк инвесторсем — 50 миллион тенкĕрен пысăкрах инвестици хывакансем — усă курма пултарĕç. Тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртессине Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче ырларĕç.

26 Çу, 2017

Петр ЯЛУКОВ: "Кушăхман хире трактор кĕртсе çăртармарăмăр"

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» акционерсен уçă обществи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар акнă, çĕр улми 300 гектар лартнă. Нумай çул çитĕнекен курăксемпе куккурус 500 гектар йышăнаççĕ.

Pages