Комментари хушас

27 Çу, 2017

Чăваш Енри тата тĕрлĕ регионти чăвашсем Слакпуçĕнче Кĕçтенттина пуç тайнă

Ĕнер Пушкӑрт Республикинчи Слакпуҫ ялӗнче пысӑк уяв иртрӗ. Унта Чӑваш Республикинчен, Пушкӑрт Республикинчи тӗрлӗ хулапа ялтан, Саратов, Оренбург, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен хӑнасем килсе ҫитрӗҫ.

Уява хутшӑннисем малтанах Константин Иванов ячӗпе хисепленекен музейпа паллашрӗҫ. Ҫак ҫуртра чӑваш поэзийӗн классикӗ пурӑннӑ, унтах пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑвашлӑхшӑн ҫунакансем Кӗҫтенттина сума суса унӑн палӑкӗ умӗнче пуҫ тайрӗҫ, чечек кӑшӑлӗ хучӗҫ. Палӑк ҫумӗнче ешерекен хурӑнсем хушшинче пилешсем те вырӑн тупрӗҫ. Хунавсене Канаш районӗнчи Пайкилт ялӗнчен илсе килнӗ. Историе тӗпчекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, Слакпуҫа ҫак ялтан килнӗ ҫынсем йӗркеленӗ.

Уяв Слакпуҫра юхса выртакан таса ҫӑлкуҫ умӗнче тӑсӑлчӗ. Унта вырӑнти шкулта ӑс пухакансем "Нарспи" поэмӑн сыпӑкӗ тӑрӑх хатӗрленӗ инсценировка лартрӗҫ. Константин Иванова сума суса клубра юрӑ фестивалӗ иртрӗ. Унта фольклор ушкӑнӗсем, ҫамрӑк юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Уяв Шупашкартан ҫитнӗ чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗпе вӗҫленчӗ.

www.hypar.ru

Теги: