Комментари хушас

26 Çу, 2017

Симĕс карттус тăхăнма пурне те пÿрмен

Республикăри «Чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕ» общество организацийĕн Комсомольскинчи уйрăмĕ ыттисенчен маларах йĕркеленнĕ. Чикĕ хуралçине халалланă палăка та вĕсем ытти районсенчен маларах лартнă. Каçал тăрăхĕнчи «симĕс карттуслисен» ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма эпир унăн председателĕнчен Анатолий Терентьевран ыйтрăмăр.

Палăк шучĕ те ÿсет

«Пирĕн районта пограничниксен йышĕ пысăк. Эпир шутланă тăрăх, 500 яхăн çын чикĕ хуралĕнче тăнă. Пĕчĕк ялсенченех 20-25-шер çын кайни пур. Сăмахран, Вутланта пограничник йышлă. Район центрĕнчи палăка 2015 çулта лартрăмăр. Патăрьелсемпе Елчĕксем, Шăмăршăсем палăк çĕклеме пирĕнтен маларах ĕлкĕрчĕç. Анчах пирĕнни пекки республикăра çук. Ăна пире Елчĕк тăрăхĕнчи Григорьевсен çемйи ăсталаса пачĕ. Республикăри чикĕ хуралçисен пĕрлĕхĕн Комсомольскинчи уйрăмне 2014 çулта йĕркелерĕмĕр. Çак организацие кĕрекенсен йышĕ çулран-çул ÿсет. Пирĕн пĕрлĕхе кĕме ирĕк ыйтса çырас текен тата пур-ха.

Пĕлтĕр Леонид Киргизовăн пуçарăвĕпе Вутлан ялĕнче те пограничниксене халалласа палăк лартрĕç. Эпир те хутшăнтăмăр унта. Кăçал вара, çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче, эпĕ çуралнă ялта, Кивĕ Сĕнтĕрте, чикĕ хуралçин паллине вырнаçтарасшăн. Ăна Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан Ми-хаил Смирнов хатĕрленĕ. Çапла, Каçал хутлăхĕнче палăк йышĕ ÿссе пырать», — çапла пуçларĕ калаçăва Анатолий Семенович. Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче вĕсем Комсомольскинчи палăк умне пуçтарăнĕç, хăйсен уявне савăнăçлă лару-тăрура паллă тăвĕç, общество ĕçне хастар хутшăнакан-сене, пуçаруллисене хисеп хучĕсемпе, медальсемпе, парнесемпе чыслĕç. Пĕр ушкăн Йĕпреç поселокне тухса кайĕ. Унта та çак кун палăк уçĕç. «2018 çулта пограничниксен çарне йĕркеленĕренпе 100 çул çитет. Çавна халалласа эпир пысăк уяв ирттересшĕн. Хамăн заместительпе Геннадий Филипповпа тата пирĕн пĕрлĕхĕн хастарĕпе Петр Степановпа кун пирки калаçса килĕшрĕмĕр ĕнтĕ. Уяв тĕлне медальсем хатĕрлĕпĕр. Пĕлтĕр пирĕннисем республикăри пограничниксен ăмăртăвне хастар хутшăнчĕç. Сăмах май, çулленех ăмăртаççĕ вĕсем, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Хамăр районти чикĕ хуралçисем пирки эпир кĕнеке те кăларасшăн. Ку ĕç пуçланнă ĕнтĕ. Районти «симĕс карттуслисене» хăйсен биографине çырса пама сĕнтĕмĕр. Хăшĕ-пĕри, тен, маннă та-и? Пограничниксен пĕрлĕхне мĕншĕн йĕркеленĕ тетĕр-и? Çук, мода хыççăн кайни мар ку. Пирĕн тĕллев — пĕр-пĕринпе курса калаçасси, ытти районти пограничниксемпе çыхăну тытасси. Пирĕн йышра Совет Союзĕ вăхăтĕнче хĕсметре тăнисем те пур. Эпĕ, сăмахран, Чехословаки чиккинче пулнă. Пирĕн пограничниксем Çурçĕрте, Инçет хĕвел тухăçĕнче, Афган, Китай чиккисенче хăйсен тивĕçне пурнăçланă. Чылайăшĕ пирĕнпе çук ĕнтĕ. Эпир вĕсене те манмастпăр. Вĕсен ячĕсене те кĕнекене кĕртесшĕн. Ваттисене те сума сăватпăр, юбилейсенче май çитнĕ таран хаçат урлă саламлатпăр», — палăртрĕ Анатолий Семенович. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.