Инвесторсемшĕн – лайăх, ĕçкĕçсемшĕн япăх хыпарсем

26 Çу, 2017

Инвесторсем валли республикăра çĕнĕ çăмăллăхсем пулĕç. Чăн та, пурин валли те мар, вĕсемпе пысăк инвесторсем — 50 миллион тенкĕрен пысăкрах инвестици хывакансем — усă курма пултарĕç. Тивĕçлĕ саккуна улшăнусем кĕртессине Министрсен Кабинечĕн ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе юнкун иртнĕ ларăвĕнче ырларĕç.

Сăмах çавнашкал организацисене пурлăхшăн илекен налукăн 50 процентĕнчен хăтарасси пирки пырать. Çавăн пекех ял хуçалăх продукцийĕ туса илекен предприятисен те çăмăллăхсем пулаççĕ — саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусене парламент ырласан вĕсен организацисен пурлăхĕшĕн илекен налука вуçех те тÿлемелле пулмĕ.

Тепĕр çĕнĕлĕх те пур: транспортăн уйрăм категорийĕсем тĕлĕшпе транспорт налукĕн виçи 1,207 коэффициентпа улшăнать. Вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина пĕлтернĕ тăрăх — çак улшăну бюджета 70 миллион тенкĕ хушма тупăш кÿрĕ, укçа Çул-йĕр фондне пуянлатĕ. Çав вăхăтрах Михаил Игнатьев налуксене пырса тивекен улшăнусене халăх яланах вĕчĕрхенсе йышăнни пирки асăрхаттарчĕ, çавăнпа та тÿрĕ кăмăллă мар хăш-пĕр çын патшалăх вĕсем валли палăртман çăмăллăхсемпе усă курма пултарасран сыхланмалли çинчен каларĕ.

Республика Пуçлăхĕ Ял хуçалăх тĕллевĕллĕ çĕр лаптăкĕсене ытти категорие куçарас ыйтăва тишкернĕ чухне те асăрханмалли самантсене курчĕ. Ăна Муркаш районĕнчи пĕтĕмпе 1 гектара яхăн йышăнакан 5 çĕр лаптăкне магистраль нефтепровочĕ валли куçарма сĕнни сисчĕвлентерчĕ: кайран çав лаптăксенче çын çÿллĕш хыт хура кашласа лармĕ-и? Хуçисене ÿпкелеме хăтланса пăх-ха — «кусем текех ял хуçалăх çĕрĕсем мар» тесе тÿрре тухаççĕ...

Çапла ыйтни ăнсăртран мар. Хăш-пĕр çĕрте çĕр лаптăкĕсене харпăрлăха илеççĕ те — кайран трубопровод хывма, ытти обћект тума памашкăн питĕ пысăк хак палăртса хураççĕ. Унашкаллисене влаç та витĕм кÿреймест. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов хайхи лаптăксенче çум курăк ашкăрмĕ тесе шантарсах каласан тин Михаил Васильевич кăмăлĕ çемçелчĕ – вĕсене урăх категорие куçарассипе килĕшрĕ. Апла пулин те хытарсах каларĕ: «Юстици, Ял хуçалăх министерствисем тата Муркаш райадминистрацийĕ çак йышăнушăн пĕтĕм яваплăха хăйсем çине илеççĕ».

Тепĕр йышăнушăн вара Экономика аталанăвĕн министерстви яваплă — вăл эрех суту-илĕвне пырса тивет. Унпа килĕшÿллĕн общество апатланăвĕн пурăнмалли çуртсенче вырнаçнă предприятийĕсем малашне алкоголь продукцине ваккăн сутаймĕç — чару вăя кĕрет. Çавăн пекех 22 сехет хыççăн ре-сторансенче кăна эрех сутма ирĕк пулать.

Республикăн Шалти ĕçсен министерстви çак йышăнăва «симĕс çутă» памашкăн тахçанах ыйтать, çавна май пакунлисен Экономика аталанăвĕн министерстви тĕлĕшпе ÿпкев те пурччĕ. Акă мĕншĕн ларура йышăнăва ырласан ШĔМ представителĕ çакна «тинех!» тесех хакларĕ. Апла пулин те поли-цин пурпĕр кăмăлсăрлăх пур: «Эпир çак йышăнăва утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕртме сĕннĕччĕ — эрехпе иртĕхесси шăпах çуллахи вăхăтра анлă сарăлнă. Темшĕн авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кăна вăя кĕртесшĕн...»

Сăлтавне вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин ăнлантарчĕ. Эрех суту-илĕвĕпе çыхăннă чарусем тĕлĕшпе министерствăпа судлашакансем пур иккен. Çавăнпа Влади-мир Александрович ĕç-пуç уçăмланиччен тăхтани вырăнлă тесе шухăшлать, унсăрăн тавăç тăратнисен тăкакĕсене саплаштарма тивĕ – авăн уйăхĕччен уçăмлăх пулмалла. «Эсир иккĕленетĕр-им, выляса яма пултаратăр-и?» — ыйту çуралчĕ Михаил Игнатьевăн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.