Кун хыççăн кун

1 Çĕртме, 2017

Пулас машиностроитель Раççейре мала тухнă

Шупашкарти машиностроени техникумĕн студенчĕ Антон Илларионов професси ăсталăхне кăтартассипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ. «Машиностроени технологийĕ» специальноçе алла илекен çамрăксем çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Саратоври Ю.А.

1 Çĕртме, 2017

Спортсмен, ÿнерçĕ, сăн ÿкерчĕк ăсти

«Аттепе анне пирĕншĕн, вунă ачишĕн, тĕслĕх пулчĕç. Хăйсен ĕçченлĕхне, çынлăхне, тараватлăхне, урăхла каласан, мĕн пур ырă ене пире парнелерĕç», – тет Чурачăк /халĕ Çĕрпÿ\ районĕнчи Иккĕмĕш Вăрманкас ялĕнче çуралса ÿснĕ Петр Егоров.

1 Çĕртме, 2017

Ытларах тăрăшмалла

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. ЧР ШĔМ наркотик сутнине тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕ Денис Шакуров яваплă тытăмсем пĕрле хутшăнса ĕçленипе çул çитмен ачасем хушшинче преступлени /саккунсăр наркотикпа çыхăннисем\ тăвасси чакнине палăртнă. Унсăр пуçне кăçалхи 4 уйăхра наркотик хатĕрĕпе е психикăна хавшатакан япалапа усă курассипе çыхăннă 200 йĕркесĕрлĕх çулне пÿлнĕ.

1 Çĕртме, 2017

Хула ачисен аллинче вылять хут купăс

Ялсенче купăс калама пĕлекен сахалланса пырать. Уйрăмах аслă ăру çыннисене кулянтарать ку. Вĕсен вăхăтĕнче купăс калама пĕлекен арçын ача килĕрен тенĕ пек пулнă-çке. Халĕ пур çĕрте те эстрада вăй илет. Çапах та Çĕмĕрлере хуткупăсăн чĕрĕ сасси янăрама пăрахман-ха.

«Çутта» тухасшăн

31 Çу, 2017

Шупашкарта иртекен "Атăлçи мисĕ" конкурса Лолита ертсе пырĕ

Чăваш Енре Республика кунне уявланă вăхăтра "Атăлçи мисĕ" илемлĕх конкурсĕ иртесси тахçанах йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл пĕлтĕрхиллех "Контур" суту-илÿпе курав комплексĕ умĕнчи лапамра иртĕ.

Pages