Пулас машиностроитель Раççейре мала тухнă

1 Çĕртме, 2017

Шупашкарти машиностроени техникумĕн студенчĕ Антон Илларионов професси ăсталăхне кăтартассипе иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрĕнче çĕнтернĕ. «Машиностроени технологийĕ» специальноçе алла илекен çамрăксем çу уйăхĕн 24-26-мĕшĕсенче Саратоври Ю.А. Гагарин ячĕллĕ патшалăх техника университетĕнче тупăшнă.

4-мĕш курсра вĕренекен Антон республикăра мала тухса Раççей шайĕнчи ăмăртăва хутшăнма тивĕç пулнă. Тĕрлĕ задание пурнăçлама тивнĕ унăн. Пулас машиностроительсем тест ыйтăвĕсене те хуравланă, практика задачисене шутланă, ушкăн ĕçне йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне çак специальноçе мĕнле шайра пĕлнине кăтартнă. Ку кăна мар, яшсем практика пĕлĕвĕпе усă курса пĕр-пĕр издели валли проект хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.