Ытларах тăрăшмалла

1 Çĕртме, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. ЧР ШĔМ наркотик сутнине тĕрĕслекен управлени пуçлăхĕ Денис Шакуров яваплă тытăмсем пĕрле хутшăнса ĕçленипе çул çитмен ачасем хушшинче преступлени /саккунсăр наркотикпа çыхăннисем\ тăвасси чакнине палăртнă. Унсăр пуçне кăçалхи 4 уйăхра наркотик хатĕрĕпе е психикăна хавшатакан япалапа усă курассипе çыхăннă 200 йĕркесĕрлĕх çулне пÿлнĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов республикăра наркомани чирĕ сарăласси – 9% ытла, ăс-тăна минретекен япала усă курасси 11% чакнине асăн¬нă. Ăнăçсăр, хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесемпе социаллă службăсем ĕçлеççĕ. Кунашкал 1491 çемьене шута илнĕ, вĕсенчен 14-шĕнче наркотикпа, çавăн йышши ытти япалапа усă куракан пур. Чăваш Ен ертÿçи кальян туртма сĕнекен вырăнсене тимлĕрех тĕрĕслеме ыйтнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.