Шупашкарта иртекен "Атăлçи мисĕ" конкурса Лолита ертсе пырĕ

31 Çу, 2017

Чăваш Енре Республика кунне уявланă вăхăтра "Атăлçи мисĕ" илемлĕх конкурсĕ иртесси тахçанах йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл пĕлтĕрхиллех "Контур" суту-илÿпе курав комплексĕ умĕнчи лапамра иртĕ.

Яштака пикесем çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче тупăшĕç. Илемлĕх конкурсне хальхинче Лолита юрăç ертсе пырĕ. Конкурс вĕçленсен вăл шупашкарсемпе Шупашкар хăнисене концерт кăтартĕ. 

www.hypar.ru

Комментари хушас