Юхрĕ юрă таврана

25 Çĕртме, 2017

Чăваш Республикин кунне Çĕнĕ Шупашкарта та анлă паллă турĕç. Каç кÿлĕм «Химик» культура керменĕ умне халăх йышлă пуçтарăнчĕ. «Пурăн, чечеклен, тăван ен» уяв концертне хулари пултарулăх ушкăнĕсем — «Сăрнай», «Кăмăл», «Теветкел», «Успех», «Шевле», «Узоры» ансамбльсем тата ыттисем те — хутшăнчĕç.

Пухăннисене уявпа Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Михеев, Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Матвеев тата администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова саламларĕç.

Çĕнĕ Шупашкарсене саламлама, пĕрле савăнма Брянск патшалăх филармонийĕн халăх музыкин ансамблĕ те килсе çитрĕ. «Ватага» ансамбль 2004 çулта йĕркеленнĕ. Кĕске хушăра пултаруллă артистсем Брянскра кăна мар, çĕршывĕпех палăрма ĕлкĕрнĕ. Вĕсен программи пуян: фольклортан пуçласа хальхи юрă-кĕвĕ таранах. Тĕлĕнмелле те хăйне евĕрлĕ кашни номерне куракансем тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. «Ватага» темиçе уйăх ĕнтĕ çĕршыв тăрăх гастрольте çÿрет. Çулçÿревне Çĕнĕ Шупашкарта юлашки концерт панипе вĕçлесшĕн. Хăйсене ăшшăн йышăннăшăн артистсем тав турĕç.

Рубрика: 

Комментари хушас