Уяв концерчĕ пуçтарчĕ

1 Çĕртме, 2019

Каçхине "Шупашкар-Арена" пăр керменĕнче уяв концерчĕ пуçланчĕ. Ăна йышлă ачаллă çемьесем, тăлăх, сывлăх енчен хавшак ачасем валли йĕркеленĕ.

Концерта 1-мĕш канал дикторĕ Владимир Березин ертсе пырать. Сцена çине Мускав артисчĕсемпе пĕрле хамăрăннисем те хутшăнаççĕ. Уяв концертне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов та пычĕç.  1-мĕш канал ячĕпе нумай ачаллă çемьесене парнесем пачĕç.

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас