Тепĕр хут килсен чăвашла юрлама шантарчĕ

4 Пуш, 2018

Вĕсен Мускаври "Олимпийский" стадионта иртекен концерчĕсене 19 пине яхăн çын пырса курать. Çавăншăнах çак артистсене "рекордсменсем" теççĕ. Вăл çeç мар, вĕсем çулталăкра 200 хут сцена çине тухаççĕ. "Хор Турецкого" арт-ушкăн куракансен юратăвне унчченех çĕнсе илнĕ. Паян коллектив Шупашкарти оперăпа балет театрěнче куракансене пултарулăхĕпе паллаштарать. Концерт умĕн унăн ертýçи, Раççей халăх артисчĕ Михаил Турецкий журналистсемпе, культура деятелĕсемпе тĕл пулчĕ.

Виçĕмкун - Ульяновск хулинче, ĕнер - Хусанта, паян - Шупашкарта... "Хор Турецкого" кашни кун çул çинче, вĕсене таçта та кĕтеççĕ. 1989 çулта йĕркеленнĕ арт-ушкăн юрăсене а капелла юрлать. Артистсем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн "Сире валли, юратнă çыннăмăрсем" концерт программи хатĕрленĕ. Вĕсем ĕнер Хусанти "Пирамида" культура комплексĕнче концерт вăхăтĕнче ирттернĕ акцие те çывхарса килекен уявпа çыхăнтарнă. "Хор Турецкого" ушкăнра юрлакансем сцена çинче 18 хут отжимани тунă!

Арт-ушкăн чăваш сцени çинче пĕрремĕш хут мар. Михаил Турецкий Шупашкар илемěпе тыткăнланине, вăл çулленех аталаннине палăртрĕ. Тěрлĕ региона çитнĕ май коллектив халăх юррисене юрлассине йăлана кĕртнĕ. Чăваш Ене тепĕр хут килсен "Хор Турецкого" сцена çинче чăваш юррине шăрантарассине шантарчĕ Михаил Борисович. Унсăр пуçне вăл ятарлă проект - "Халăх караоке" - пирки каласа кăтартрĕ. Вăл Раççейре анлă сарăлнă. "Хор Турецкого" çак проектпа Раççeйри 35 лапама çитсе курнă, Казахстанра 15 концерт лартнă. Проект хальлĕхе Шупашкара çитеймен. Михаил Турецкий тĕп хулари Хĕрлě тýремре пин-пин çын пухăнса патриот юррисене юрлани аван пулассине палăртрĕ. Çак шухăша паллă дирижер Морис Яклашкин та ырларĕ: "Чăваш патшалăх академи симфони капеллипе "Хор Турецкого" сцена çине тухсан, халăх пĕрле юрласан мĕн тери лайăх пулĕччĕ". Михаил Борисович хирĕç маррине палăртрĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас