Комментари хушас

26 Çу, 2017

Петр ЯЛУКОВ: "Кушăхман хире трактор кĕртсе çăртармарăмăр"

Патăрьел районĕнчи «Батыревский» акционерсен уçă обществи тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене 1000 гектар акнă, çĕр улми 300 гектар лартнă. Нумай çул çитĕнекен курăксемпе куккурус 500 гектар йышăнаççĕ. Предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Петр Ялуков директор паллаштарать.

Каярах лартни инкек мар

— Çур аки мĕнле иртрĕ?

— Иртнĕ çулхипе танлаштарсан — йывăр, — терĕ Петр Валерьевич. — Хуçалăхра вăй хуракансем начар ĕçленĕрен мар, тăрăшсах акмалла-лартмалла чухне çĕр пиçсе çитменрен. Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çĕрле юр çурĕ, хулăнăшĕ 15-20 сантиметрччĕ. Хĕрĕх виççĕмĕш çулта пыратăп — кăнтăртан кайăксем вĕçсе килсен юр тавралăха çапла хупланине, тăватă кун хĕллехи пек выртнине астумастăп. Çавăнпа акана пĕлтĕрхинчен чылай каярах пуçларăмăр, куккуруссăр пуçне ытти культурăна акса-лартса пĕтертĕмĕр. Чăвашгидрометеоцентр республикăра нÿрĕк ака уйăхĕнче нумай çул хушшинчи вăтам кăтартуран 1,5 хут нумайрах ÿкнине пĕлтерчĕ. Çу уйăхĕн пĕрремĕш çурринче вăл тăпран çиелти сийĕнче 2 хут ытларах пуçтарăннă. Хуçалăхра уншăн савăнтăмăр çеç.

— Нÿрĕк пĕтĕм культурăсемшĕн усса çеç каять мар-и?

— Çапла. Эпĕ ача чухне тĕлĕнтермĕш кăтартакан Николай кунĕ /кăçал ăна çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче паллă турăмăр/ иртсен кăна Патăрьелте çĕр улми лартнă. Вăл пысăк лаптăк йышăннă пирки обществăра маларах лартма пуçлатпăр. Ĕçе çĕр пиçсе çитнĕ хиртен тытăнатпăр, унтан тăпра каярах пулакан лаптăксене куçатпăр, тачка анасенче юлашкинчен лартатпăр. Нÿрĕк хисепне тĕпе хурса виçĕ пая уйăрнă кашни лаптăк вăтамран 100 гектар йышăнать. Нÿрĕк нумайрах çĕрте тухăç лайăхрах, вăл çителĕксĕр лаптăкра культура начартарах пулать.

Тĕш тырă акмашкăн тăпрана кăпкалатма та техникăна нÿрĕк шайне палăртса кĕртетпĕр. Пĕлтĕр унăн вăрлăхне маларах варăнтартăмăр, ун хыççăн çĕр улми лартрăмăр. Кăçал харăсах акма та, лартма та тиврĕ. Кушăхман хире трактор кĕртсе çăртармарăмăр. Кушăркамасăрах кĕртсен хĕвелпе тăпра хытать, ун витĕр вăрлăх сывлаймасть, шăтаймасăр асапланать, тухăç чылай пĕчĕкрех пулать.

— Эсир — юрист, Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ. Агрономи факультетĕнче вĕренмен пулин те хăçан акмалли-лартмаллине, çĕр ĕçĕнчи ытти вăрттăнлăха лайăх пĕлетĕр. Камсем ăс пачĕç?

— 2000 çулта, обществăн тĕп инженерĕнче ĕçлеме пуçласан, Галина Ивановна Лялина /халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕ/ пĕррехинче: "Тырă акма хире 30 çула яхăн тухатăп — пĕр çураки те тепринпе тÿр килмерĕ", — тесе тĕлĕнтернĕччĕ. Ун чухне эпĕ ял хуçалăх культурисен агротехнологине тĕшмĕртмен, çавăнпа вăрлăха тăпрана хăçан варăнтармаллине пĕлмен. Çавăн хыççăн агрономипе çыхăннă ыйтусем шухăшлаттарма тытăнчĕç. Кăçалхи çураки маншăн — вун çиччĕмĕш. Малалла вулас...

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.