Кун хыççăн кун

29 Çурла, 2017

Атăл леш енне теплоходпа каçаймăн

Ĕнертенпе Шупашкарти юханшыв портĕнчен теплоходсем Атăлăн леш енне çÿреме пăрахнă. "Шупашкар - Сосновка - Шупашкар" тата "Шупашкар - Атăлăн сулахай çыранĕнчи пляж" маршрута хупнине Шупашкарти юханшыв порчĕ пĕлтерет.

29 Çурла, 2017

Шахматла выляма вĕренес килет-и?

 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енри 58 вĕрентÿ организацийĕнче «Шахмат — шкулсенче» проект ĕçе кĕме тытăнать.

Чăваш Республики Раççей шахмат федерацийĕ тата Тимченко фончĕ ирттернĕ конкурсра çак проекта хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Пурĕ 11 регион — Брянск, Калуга, Кемĕр, Оренбург, Саратов, Свердловск, Чĕмпĕр облаçĕсем, Пермь крайĕ, Мордва, Удмурт, Чăваш республикисем — заявка панă.

28 Çурла, 2017

Улатăрти çурт 45 çулхине уявланă

Районсемпе хуласем, предприяти-организацисем хăйсен юбилейне ирттереççĕ-ха. Çынсем пирки каламăпăр та. Улатăрта вара нумаях пулмасть çуртăн 45 çулхине уявланă.

Чайковский урамĕнчи 36-мĕш çурта 1972 çулта хута янă. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхнă: хăшĕсем урăх çĕре пурăнма куçнă та çĕннисем килнĕ. Пĕр вырăнта тĕпленнисем те пур: çурта хута янăранпах пурăнаканнисем – 13 çемье.

28 Çурла, 2017

Чăваш Енре хваттер туянма вăхăт

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ирттерекен канашлура банксен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Pages