Комментари хушас

 2017-2018 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Енри 58 вĕрентÿ организацийĕнче «Шахмат — шкулсенче» проект ĕçе кĕме тытăнать.

Чăваш Республики Раççей шахмат федерацийĕ тата Тимченко фончĕ ирттернĕ конкурсра çак проекта хутшăнма ирĕк çĕнсе илнĕ. Пурĕ 11 регион — Брянск, Калуга, Кемĕр, Оренбург, Саратов, Свердловск, Чĕмпĕр облаçĕсем, Пермь крайĕ, Мордва, Удмурт, Чăваш республикисем — заявка панă.

«Шахмат — шкулсенче» проектпа килĕшÿллĕн пуçламăш классенче шахмат вăййине вĕрентме пулăшакан мĕн пур хатĕрпе — шахмат инвентарĕпе вĕрентÿ-методика литературинчен пуçласа шахматла выляма вĕрентекен чи лайăх шкула палăртмалли конкурс таранах — тивĕçтереççĕ.

Конкурса пуçласа хутшăнакан регионсене çавăн пекех Владимир Барскин Тимченко фончĕ пулăшнипе кăларнă тата Раççейри шахмат федерацийĕ ырласа йышăннă «Шахмат шкулĕ» вĕрентÿ- методика комплексне параççĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.