Кун хыççăн кун

28 Çурла, 2017

Паян Комсомольски районĕн администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ

Паян Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Район администрацине ертсе пыма Александр Осипова шаннă.

28 Çурла, 2017

Аксарин Кулибинĕ

“ХХ ĕмĕрте лакейсем çук”, — ача чухне çапла шÿтлеме юрататтăмăр. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Аксаринра пурăнакан Вячеслав Васильев вара çакна сăмахпа кăна мар, ĕçпе те хирĕçлет — паян та пур лакей. Сăмахне çирĕплетсе хайхи япалана кăтартать — пушмак хывма пулăшаканскерне вăл, историе лайăх пĕлекенскер, шăпах “Лакей” ят панă. Ĕлĕк пуянсем вараланчăк пушмакне хăйсем хывман иккен, вĕсен урисенчен хайхискерсене шăпах лакейсем — кил-тĕрĕшре пулăшакан тарçăсем — хывса илнĕ. Вячеслав шухăшласа кăларнă япала та — чăн-чăн лакей.

28 Çурла, 2017

Хаярлăх е ырăлăх генералĕ?

“Никам та генерал пулса çуралмасть” текен каларăш пур халăхра. Турă пани пурин те пур, чăн та, пĕри çар енĕпе ăнăçтарать, тепри юрлама-ташлама маттур, виççĕмĕшне суту-илÿре çитекен çук. Çапла вара, тăрăшсан, хăйĕн пултарулăхĕ енĕпе кашниех “генерала” çаврăнма пултарать.

Хаярлăх, ырă кăмăллăх енĕпе вара мĕнле-ши? Нивушлĕ пепке çут тĕнченех çапла тĕлĕнмелле хаяр та шелсĕр çуралать-ши? Юнрах çапла çырса хунă-ши? Е, пултарулăх пекех, çын хăйĕн чунĕнчи хаярлăха е ырăлăха хăех аталантарса-ÿстерсе пырать-ши?

Pages