Хаярлăх е ырăлăх генералĕ?

28 Çурла, 2017

“Никам та генерал пулса çуралмасть” текен каларăш пур халăхра. Турă пани пурин те пур, чăн та, пĕри çар енĕпе ăнăçтарать, тепри юрлама-ташлама маттур, виççĕмĕшне суту-илÿре çитекен çук. Çапла вара, тăрăшсан, хăйĕн пултарулăхĕ енĕпе кашниех “генерала” çаврăнма пултарать.

Хаярлăх, ырă кăмăллăх енĕпе вара мĕнле-ши? Нивушлĕ пепке çут тĕнченех çапла тĕлĕнмелле хаяр та шелсĕр çуралать-ши? Юнрах çапла çырса хунă-ши? Е, пултарулăх пекех, çын хăйĕн чунĕнчи хаярлăха е ырăлăха хăех аталантарса-ÿстерсе пырать-ши?

Ачалăхри пĕр ÿкерчĕк асра. Пахча хыçĕнче пĕве пурччĕ пирĕн. Ачапча çуллахи шăрăхра ун таврашĕнче хĕвĕшетчĕ. Пĕррехинче, шĕвĕрккескерсем, яланхи пекех унта вылятпăр. Туран шавласа анакан çамрăксенчен пĕри тытрĕ те мечĕке шывалла тапса ывăтрĕ. Шалаллах кĕрсе ÿкрĕ хайхи. Аслисемшĕн мĕн вăл — мечĕк? Путмасть вĕт. Кирек те хăçан кĕрсе илме пулать. Анчах пире, пĕчĕкскерсене, атте-анне хамăр тĕллĕн шыва кĕме чарнă. Мечĕкшĕн макăрма вара сăвăра та хушмаççĕ. Тем тумалла? Çамрăксем шавлăн малалла васкарĕç. Телее, тепĕр арçын ача, çулĕпе пирĕнтен самай аслăскер, тантăшĕсенчен каярах юлнă. Юлташĕсене хăваласа çитме ăнтăлаканскер пирĕн инкеке курсан — шăпăрлансемшĕн вара ку, килĕшĕр, чăн-чăн инкек! Киле мечĕксĕр таврăнсан атте-аннерен лекет вĕт! — иртсе каймарĕ. Шыва кĕрсе мечĕке илсе тухрĕ, пире пачĕ те малалла чупрĕ. Çак ача çинчен ялта ыр сăмах калакан нумай тупăнĕ. Шел, ытла та ырă чунлă ытти çынăнни пекех унăн та ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ.

Мĕншĕн аса илетĕп-ха пĕрех май çак тĕслĕхе? Паянхи ача-пăча ытла та чунсăр, шелсĕр ÿсни пĕр тĕлĕнтерет, пĕр шиклентерет. Аслисенчен, шанас килет, никам та пепкине тавралăха илем кÿрекен хитре чечеке таптама, хăйĕн ĕçĕпе чупса çÿрекен йытă-кушака вĕлерме вĕрентмест- хистемест. Йăлтах çакăнтан пуçланмасть-и вара? Килти — апла, çынна хăнăхнă, унран хăраман — кушак аçи ура-ма лăпкăнах тухса çÿретчĕ. Тĕлĕнмелле ачашчĕ. Пĕр вăхăт çухалнăскерĕн виллине çурт картишĕнче тупрăмăр. Урисене хуçса пĕтернĕ, мăйĕнчен кантра çакăнса тăрать... Çакăн пек тĕслĕх, шел те, йышлансах пырать.

Ачасен çирĕпленсе çитеймен ăс-тăнне телекурав начар витĕм кÿни пирки хăçантанпа çыратпăр ĕнтĕ. Вĕсене упрас тĕллевпе халĕ хаçат-журналта, телепрограммăсенче миçе çултан пуçласа вулама-курма юранине палăртма йышăнчĕç. Калăн, ача “Ç12” /е урăх ÿсĕм/ тесе палăртнине асăрхать те çав хаçата е журнала тÿрех алăран пăрахать е телевизор умĕнчен пăрăнать... Çук паллах. Юраманни, çитменнине, пушшех те астарать вĕт. Малалла вулас...

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.