Паян Комсомольски районĕн администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ

Паян Комсомольски район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетнĕ. Район администрацине ертсе пыма Александр Осипова шаннă.

Районти Депутатсен пухăвĕн паянхи ларăвне республикăн Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ – ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов тата Сергей Белобаев, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Шалти политика управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ – социаллă пурнăçпа политика мониторингĕн пайĕн пуçлăхĕ Алексей Гурьев, ЧР финанс министрĕн çумĕ Валерий Иванов тата ыттисем хутшăннă.

Конкурс комиссийĕ район администрацине ертсе пыма юлашки вăхăтра ку должноçе пурнăçланă Александр Краснов (вăл – капиталлă строительствăпа çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ) тата Александр Осипов тивĕç тесе йышăннă. Депутатсем уççăн сасăланă хыççăн Александр Осипов çĕнтерни палăрнă. Çĕнĕ ĕçе вăл авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнĕ.

«Хыпар» издательство çуртне хамăр çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, Александр Николаевич Шупашкарти «Спартак» спорт шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ, Каçал çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ.
 

Вера ТИТОВА. Комсомольски район администарцийĕ сайтĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Комментари хушас