Комментари хушас

28 Çурла, 2017

«Пилĕке ачаллах авни пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать»

Иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем йĕркеленĕ “Мерчен” вокал ушкăнне республикăра кăна мар, унăн тулашĕнче те лайăх пĕлетчĕç. Каярахпа, Тамара Муцырева вырăнне музыка училищин преподавателĕ Илья Сакмаров килсен, хĕрсем халăх юррисене те шăрантарма пуçларĕç. Шăп çак тапхăрта “Мерчене” каччăсене те йышăнма тытăнчĕç. Маларах яшсем “Çăпалаçаппи” ушкăнпа чапа тухнăччĕ, шел те, саланса кайрĕ вăл. Фольклор енне сулăнни юрлас кăмăллă каччăсемшĕн чухах пулчĕ. Çапла лекрĕ те ушкăна ЧПУ медицина факультечĕн студенчĕ Николай Туктанов.

Унтанпа вăхăт нумай иртрĕ. Студентсем вĕренсе пĕтерсе çемье çавăрса та, нумайăшĕ асатте-асанне пулса та ĕлкĕрчĕç. “Мерченçĕсенчен” чылайăшĕ, юрă-кĕвĕ тĕнчине пуçĕпех путнăскерсем, Зинаида Козлова ертсе пыракан ушкăнра “Уявра” туптама пуçларĕç пултарулăхĕсене. Кунсем татах та çĕрпе ылмашăнчĕç. Чăваш юррисĕр пурăнаймасан та, йывăрлăхсене парăнтараймасăр, “Уява” çÿреме пăрахрĕ хăшĕ-пĕри — пĕрин мăшăрĕ кĕвĕç, теприн вăхăт çук, виççĕмĕшне репетицисене ĕçрен ямаççĕ... Николай Туктанов, фольклор паллă ушкăнне пĕрре пырса кĕнĕскер, паян та репетицисене сиктермесĕр çÿреме тăрăшать, “Уяв” йĕркелекен концертсенчен юлмасть. Аякран килекен сумлă хă-нана кĕтсе илмелле-и, республика, Раççей шайĕнче мероприятисене хутшăнмалла-и, фестиваль- конкурсра тупăшмалла-и — “Уяв”, çăмăл ача пек, яланах хатĕр. Халăх кирек ăçта та хапăллакан йышра вара — вăл, Николай Туктанов. Тĕлĕнмелле сăпайлăскер, пултаруллăскер, çÿллех мар, анчах та кĕрнеклĕскер, çĕр тăрăх çирĕп утса çÿрекенскер, чи кирли — чăваш чунĕллĕскер.

Николай Валерианович, сумлă та яваплă вырăнта ĕçлетĕн /Николай Туктанов — Республикăри СПИДа хирĕç кĕрешекен центрăн лаборатори заведующийĕ/, çемьеллĕ, хĕр ÿссе çитнĕ... Епле ĕлкĕретĕн пур çĕре те?

— Атте-анне, Патăрьел районĕнчи Тикешре пурăннă Валерий Степановичпа Александра Ивановна, ĕçе вĕрентнĕ. Пирĕн тăрăхра ача алла катмак тытма вăй çитерсенех сухан, кишĕр, кăшман пайĕ çине тухнă вĕт. Çемьере виçĕ ывăл ÿснĕ эпир. Ачалăхра пилĕке шеллемесĕр авни пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать.

Ĕçчен пулни аван-ха, çапах та эсĕ çемьеллĕ çын вĕт, нумайăшне шăпах çакă ура хурать те чун киленĕçĕпе аппаланма.

— /Кулать/. Юрлани — çапкаланса çÿрени мар вĕт. Мăшăрăм Алена, хулара ÿснĕ пулин те, питĕ лайăх ăнланать мана. Пĕр вăхăт хăй те пĕрле çÿренĕччĕ. Пепкемĕре Юльăна ача садĕнчен илеттĕмĕр те тÿрех — репетицине. Унта пирĕн пеккисем татах та пурччĕ те, пĕчĕкскерсем пĕрле вылятчĕç, эпир юрлаттăмăр. Ас тăватăп Тюмене гастроле те пĕрлех илсе кайрăмăр Юльăна. Ман пата телефонпа пĕр ют хĕрарăм кăна шăнкăравлама пултарать — Алексеевна /”Уяв” ертÿçине Зинаида Козловăна хисеплесе хăйсен хушшинче çапла чĕнеççĕ ушкăнра. — М.И./. Тепĕр тесен, вăл та тахçанах ют мар ĕнтĕ.

Кĕвĕçÿ ыйтăвне татса панă тейĕпĕр. Анчах та пултарулăха вĕçĕмĕсĕр туптамалла: репетицисем, концертсем... Эсĕ вара ĕçлекен çын вĕт.

— Центр ертÿçине Алексей Щербакова тав тумалла куншăн. Хăй вырăс пулсан та — ăнланать. Концертсене хутшăнмашкăн вăхăт уйăрма ирĕк парать. Репетицисем вара — ĕç хыççăн. Паллах, пуçлăх ырă чунлă пулнипе те вĕçĕмсĕр усă кураймăн. Тепĕр чухне концерта хутшăнма хам шутран та кану кунĕ илме тивет.

Çемьене укçа-тенкĕпе çителĕклех тивĕçтеретĕн-тĕр, унсăрăн кун пек чухне арăм тени мăкăртатасси часах.

— Каллех Алена ăнланни çăлса пырать. Иксĕмĕр те сывлăх сыхлав тытăмĕнче вăй хуратпăр, иксĕмĕр те темиçе çĕрте ĕçлетпĕр. Сăмах май, хĕрĕмĕр те çак çулах суйласа илчĕ.

Ăнланмалла. Чăваш ĕçченлĕхĕ, кăмăл çирĕплĕхĕ кирек епле ыйтăва та татса пама пулăшать. Çапах та мĕншĕн шăпах — медицина?

— 7-мĕш класра вĕреннĕ чухне пÿсĕрпе аптрарăм. Больницăна хучĕç. Йывăр чирлисем сипленетчĕç палатăра. Çавăн чухне Патăрьел больницинче ĕçлекен Рустем Энверович хирургăн виртуозла ăсталăхне курса тĕлĕнтĕм. Медик пулас, çынсене пулăшас ĕмĕт шăп çавăн чухне çуралчĕ те. 8 класс хыççăн Канашри медицина училищинче вĕренме пуçларăм. Хĕрлĕ диплома тивĕçрĕм. Вĕренсе пĕтернĕ хыççăнах каччăсене салтака илсе каяççĕ. Хĕрлĕ дипломлисен вара хĕсметрен пăрăнма питĕ лайăх сăлтав пур — училище хыççăн тÿрех аслă шкула кĕме ирĕк параççĕ. Анчах та эпир, темиçе яш, çакăнпа усă курмарăмăр, хамăр ирĕкпе салтак атти тăхăнтăмăр. Волгоградра Сывлăш-Çар вăйĕсен полигонĕнче икĕ çул пулнă хыççăн ЧПУ медицина факультетне вĕренме кĕтĕм.

Шкулта та, училищĕре те чи лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пынине кура ку енĕпе йывăрлăх пулмарĕ.

Студент çулĕсенчен çакă асра юлнă. Пĕрисем пачах вĕренмеççĕ, диплом аран-аран илкелеççĕ. Теприсем пуç çĕклемесĕр кĕнеке вулаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара вĕренме те, çав хушăрах ĕçлеме те, кăмăл киленĕçĕпе аппаланма та ĕлкĕреççĕ. Эсĕ — виççĕмĕш ушкăнран...

— Яланах хастаррисен йышĕнче пулнă та, вĕренесси кăна çырлахтармарĕ. Юрă хобби пулса тăчĕ. Анчах юрланипе хырăм тăранмасть. “Васкавлă пулăшу” фельдшерĕнче те, больницăра медбратра та ĕçленĕ вĕреннĕ чухне. Çапла майпа — шалупа, стипендипе — йÿнеçтеркелесе пынă, атте-аннерен укçа ыйтмасăр пурăнма май паратчĕ çакă.

“Мерчен” патнех таврăнар-ха. Репетицисенчен çунат хушса тухаттăмăр, “Студентсен çуркунни” хыççăн 6-мĕш общежити умĕ концерт лапамне çаврăнатчĕ, фестивальсем вара хавхалану çăл куçĕ пулса тăратчĕç. Анчах та ун чухне çамрăк пулнă. Халĕ акă тăнлавсене те пас тытма ĕлкĕрнĕ. Тÿлевсĕр юрласа çÿренĕшĕн сăмах тĕкекен тупăнмасть-и?

— Эпир тÿлевсĕр юрласа çÿренине çынсем ĕненесшĕн те мар. Малалла вулас..

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.