Шупашкарти почтальон Мускавра машина çĕнсе илнĕ

25 Çурла, 2017

Шупашкарти почтальон Мускавра машина çĕнсе илнĕ. Хаклă парнене вăл професси ăсталăхĕн конкурсĕнче тивĕçнĕ.

Шупашкарăн Кăнтăр-Хĕвеланăç районĕнчи 5-мĕш почта уйрăмĕнче операторта ĕçлекен Диана Илеменева малтан республикăри ăмăртура мала тухнă, кайран Атăлçи тăрăхĕнчине палăрнă. Ĕнер конкурс Мускавра иртнĕ. Ĕçри кăткăс лару-тăрура та çухалман, çынсемпе те сăпайлă оператор çĕршыври ĕçтешĕсем хушшинче çĕнтерсе «Лада Веста» машинӑна тивӗҫнӗ.

 

Комментари хушас