Комментари хушас

29 Çурла, 2017

Атăл леш енне теплоходпа каçаймăн

Ĕнертенпе Шупашкарти юханшыв портĕнчен теплоходсем Атăлăн леш енне çÿреме пăрахнă. "Шупашкар - Сосновка - Шупашкар" тата "Шупашкар - Атăлăн сулахай çыранĕнчи пляж" маршрута хупнине Шупашкарти юханшыв порчĕ пĕлтерет.

Аса илтерер: пассажирсене юханшыв транспорчĕпе турттарасси çинчен калакан йышăнăва Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çу уйăхĕнче алă пуснăччĕ. Навигаци тапхăрĕ çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен пымалалччĕ. Анчах çанталăк сулхăнлатнине тата пассажирсен шучĕ чакнине кура теплоходсене çÿретме чарнă.