Кун хыççăн кун

29 Раштав, 2020

«Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсене чысларĕç

Кăçал ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви 7 конкурс йĕркеленĕ. Çавна май вун-вун журналист хăйĕн ăсталăхне тĕрĕсленĕ. 3 конкурс çĕнтерÿçисене маларах палăртнă. Çак эрнере вара хальтерех пĕтĕмлетнĕ конкурссенче мала тухнисене чысларĕç.

29 Раштав, 2020

Ĕçсĕррисем сахалланнă

Чăваш Енре ĕçсĕрисен шучĕ сахалланнă. Кун пирки республикăн ĕç министрĕ Алена Елизарова раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура пĕлтернĕ.

Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне пирĕн республикăра ĕçсĕррисен йышĕ 30 пине çывхарнă. Халĕ ун пеккисем – 15 пин. Кăçал 38 пин ытла çынна ĕçе вырнаçтарма май килнине палăртнă министр. Вăл шутра яланлăх ĕç вырăнне 19 пин ытла çын тупнă.

www.hypar.ru

 

29 Раштав, 2020

«Пацанки» телепроектра çĕнтернĕ

Шупашкар хĕрĕ Костья Купер «Пятница» телеканалăн «Пацанки» шоувĕнче çĕнтернĕ. Унта вăл иккĕмĕш вырăна тухса 250 пин тенкĕлĕх сертификата тивĕçнĕ. Вăл укçана вĕреннĕшĕн тăкаклама юрать.

29 Раштав, 2020

Энергетиксемпе пĕрле Çĕнĕ çул тата та çутăрах

Çĕнĕ çул умĕн чăваш Энергосбыт компанийĕ ачасене уяв парнелерĕ. Çĕмĕрлери тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасен центрĕнче каллех «РусГидро» компанин «Ырă чăматанĕ» уçăлчĕ. Чăваш энергосбыт компанийĕн ĕçченĕсем шăпăрлансене хăйсен чĕре ăшшине парнелерĕç, вĕсен ĕмĕчĕсене пурнăçларĕç.

28 Раштав, 2020

12 ҫулти Иван Кузьмин ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Раççей шайĕнчи "Ӗмӗтсен ёлки" акцие хутшӑнса икӗ ачан ӗмӗтне пурнӑҫлама шантарнӑччӗ. 12 ҫулти Иван Кузьминшӑн кӗтнӗ самант ҫитрӗ те. Вӑл паян пӗрремӗш хут пуйӑс ҫине ларса хăйне машинист пек туйма пултарчӗ.
 
Чукун ҫул вокзалӗнче ӑна Олег Алексеевич хӑй кӗтсе илчӗ. Ҫывхарса килекен уяв ячӗпе саламланӑ май парнесем пачӗ. Арҫын ача калаҫаймасть, ҫавах ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑшӑн савӑнни куҫӗсенче палӑрчӗ.

Pages