Кун хыççăн кун

11 Кăрлач, 2021

Чăваш МЧСĕн – çĕнĕ ертÿçĕ

Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленине ертсе пыма шалти службăн полковникне Валерий Зеленина çирĕплетнĕ.

Валерий Зеленин маларах — Чулхула облаçĕнчи МЧС тытăмĕнче, унтан Севастопольте ĕçленĕ.

Аса илтеретпĕр, унччен Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленине Станислав Антонов майор генерал ертсе пыратчĕ. Вăл ку тивĕçрен 2020 çулхи ака уйăхĕнче тухрĕ.

11 Кăрлач, 2021

Ачасем валли – шанăç телефонĕ

Ачасене психологи тĕлĕшĕнчен сиен кӳрессинчен асăрхаса вăхăтра пулăшас тĕллевпе республикăра шанăç телефонĕ ĕçлет: 8-800-2000-122.

2020 çулта çак телефонпа 3843 çын усă курнă, вĕсенчен 2818-ăшĕ — ачасем. Шăнкăравлакансене пурне те васкавлă психологи пулăшăвĕ кӳнĕ. Кризисла лару-тăру çинчен опекăн тата республика попечительствин муниципаллă органĕсене пĕлтереççĕ.

www.hypar.ru Фото kaluga-gov.ru

11 Кăрлач, 2021

Африка мурне тупса палăртнă

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Костантин Викторов Чăваш Енре сыснасен Африка мурĕн тĕслĕхĕсене тупни çинчен паян, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе иртнĕ тунтикунхи канашлура, пĕлтерчĕ.

Пĕрремĕш тĕслĕхре Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрманта тупнă хир сыснин виллине тĕпченĕ май чĕр чун Африка мурĕпе чирлĕ пулни палăрнă. Тепринче вара сунарçăсем çав районтах тытнă хир сыснине мур ерни çирĕпленнĕ.

11 Кăрлач, 2021

Пандеми парăнасшăн мар

Умра — Кăшарни уявĕ. Çав кун шыва кĕрес текенсен йышĕ корнавирус инфекцине пула кăçал сахалрах пулма пултарĕ, çапах та, ГКЧС ертÿçин Вениамин Петровăн шучĕпе, сыхлăха чакарма юрамасть. Çакăн пирки вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура палăртрĕ.

11 Кăрлач, 2021

Сыхлăх – тĕп вырăнта

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлăвăн, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕскерĕн, кун йĕркинче уяв-кану кунĕсене пĕтĕмлетнипе çыхăннă ыйтусем тĕп выăнта пулчĕç. Шел те, çак кунсенче республикăра пысăк инкексем те пулнă. Çапла вара влаç çулталăка сыхлăх ыйтăвĕсенчен пуçларĕ теме те юрать.

Pages