Кун хыççăн кун

11 Кăрлач, 2021

Африка мурне тупса палăртнă

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Костантин Викторов Чăваш Енре сыснасен Африка мурĕн тĕслĕхĕсене тупни çинчен паян, ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе иртнĕ тунтикунхи канашлура, пĕлтерчĕ.

Пĕрремĕш тĕслĕхре Хĕрлĕ Чутай районĕнче вăрманта тупнă хир сыснин виллине тĕпченĕ май чĕр чун Африка мурĕпе чирлĕ пулни палăрнă. Тепринче вара сунарçăсем çав районтах тытнă хир сыснине мур ерни çирĕпленнĕ.

11 Кăрлач, 2021

Пандеми парăнасшăн мар

Умра — Кăшарни уявĕ. Çав кун шыва кĕрес текенсен йышĕ корнавирус инфекцине пула кăçал сахалрах пулма пултарĕ, çапах та, ГКЧС ертÿçин Вениамин Петровăн шучĕпе, сыхлăха чакарма юрамасть. Çакăн пирки вăл ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлура палăртрĕ.

11 Кăрлач, 2021

Сыхлăх – тĕп вырăнта

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлăвăн, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕскерĕн, кун йĕркинче уяв-кану кунĕсене пĕтĕмлетнипе çыхăннă ыйтусем тĕп выăнта пулчĕç. Шел те, çак кунсенче республикăра пысăк инкексем те пулнă. Çапла вара влаç çулталăка сыхлăх ыйтăвĕсенчен пуçларĕ теме те юрать.

5 Кăрлач, 2021

Тÿрĕ эфирта кăтартĕç

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Иисус Христос Çуралнă кунĕ чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри. Кăçал ăна Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене шута илсе паллă тăвĕç.

Шупашкар-Чăваш Ен митрополичĕ Савватий раштав службине тĕп хуламăрти Введени соборĕнче ирттерĕ. Чăваш наци телекуравĕнче, «Контактра» соцсетьри «Православиллĕ Чăваш Ен» ушкăнра тÿрĕ эфирсем пулĕç.

Трансляци кăрлачăн 6-мĕшĕнче 22 сехетре пуçланĕ те кăрлачăн 7-мĕшĕнче ирхи 2 сехетре вĕçленĕ.

5 Кăрлач, 2021

Парне илме — троллейбуса

Кăрлачăн 6-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар урамĕсене асамлă троллейбус тухĕ.

54-мĕш маршрутпа çÿрекенскерте Хĕл Мучипе Юр пикене курма, вĕсене сăвăпа савăнтарма май пулĕ. Чи маттуррисене парнепе хавхалантарĕç.

Ятарлă троллейбусра билет туянмалла мар — вăл тÿлевсĕр турттарĕ. Асăнмалла, çакнашкал акци раштавăн 27-мĕшĕнче иртнĕ. Хула çыннисем пуçарăва ырласа йышăннă, ăна татах та ирттерме ыйтнă. Хула администрацийĕ сĕнĕве шута илнĕ. Харпăр хÿтĕлев хатĕрĕсем пирки ан манăр çеç — троллейбуса кĕртмĕç.

Pages