Сыхлăх – тĕп вырăнта

11 Кăрлач, 2021

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен йĕркелекен канашлăвăн, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер – финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынипе иртнĕскерĕн, кун йĕркинче уяв-кану кунĕсене пĕтĕмлетнипе çыхăннă ыйтусем тĕп выăнта пулчĕç. Шел те, çак кунсенче республикăра пысăк инкексем те пулнă. Çапла вара влаç çулталăка сыхлăх ыйтăвĕсенчен пуçларĕ теме те юрать.

ГКЧС ертÿçи Вениамин Петров раштавăн 25-мĕшĕнчен тытăнса кăрлачăн 10-мĕшĕччен Чăваш Енре 66 пушар пулни çинчен пĕлтерчĕ. Чи хăрушши — çынсем вилни. Асăннă кунсенче вут-çулăма пула 15 çын пурнăçĕ татăлнă. Кăрлачăн 1-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Урнар ялĕнчи пушарта харăсах улттăн вилнĕ. Çав шутра — 3 ача. Пушар хуралне инкек пирки хыпар тÿрех çитмен çав, çавна май вут-çулăмпа кĕрешекенсем килсе çитнĕ тĕле «хĕрлĕ автан» йывăç çурта тĕпĕ-йĕрĕпе ярса илме ĕлкĕрнĕ. Пушара сÿнтернĕ хыççăн 6 çын виллине тупнă. Вениамин Иванович каланă тăрăх, инкеке юсавсăр холодильник сăлтавлама пултарнă.

Йĕркесĕр çемьесенчи ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе çивĕчлĕх пуррине кура канашлура вĕсене социаллă учрежденисене вырнаçтармалли мелпе анлăрах усă курмалли пирки те калаçу пулчĕ. Сăмах май, Вăрмар районĕнчи тĕслĕхре те ачасене уяв-кану кунĕсенче социаллă учреждение илсе кайма сĕннĕ-мĕн, анчах амăшĕ çапла тума килĕшмен…

Ачасем тенĕрен, Çĕнĕ çул уявĕн кунĕсенче вĕсем пиротехникăпа усă курнă май суранланнă тĕслĕхсем пулнă. Улатăрта ача аллине амантнă, Сĕнтĕрвăрри районĕнче куçне сиенленĕ.

Куславкка районĕче кăрлачăн 10-мĕшĕнче пулнă автоаварире те икĕ ача пурнăçĕ татăлнă. Тата — вĕсен ашшĕпе амăшĕ те вилнĕ. Виççĕмĕш ачи те суранлăннă, хĕрача больницăра — пурнăçĕшĕн хăрушлăх çук. Çемье Мускав облаçĕнчен пулнине кура Михаил Ноздряков социаллă хÿтлĕх органĕсене тăлăха юлнăскерĕн тăванĕсемпе çыхăнмалли, сиплев вĕçленнĕ хыççăн ачана килне ăсатассине йĕркелес ыйтусене татса памалли пирки асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас