Колледжа вĕренме кĕрес текенсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ сĕнекен сервиспа усă курма пултараççĕ.
Ку меслет пулăшнипе килтен тухмасăр тӳрех темиçе колледжа тĕрлĕ специализаципе заявка пама пулать. Анчах куçăн майпа çеç вĕренме пулĕ. Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи ятарлă пай çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен ĕçлĕ. Заявкăна пăхса тухас тапхăр мĕнле пыни çинчен информаци килсех тăрĕ. Çавăн пекех абитуриента колледжа вĕренме кĕмелли экзамена хăçан тытмаллине те пĕлтерĕç.
Шупашкар завочĕн мороженăйĕпе Казахстана пĕлтĕрех тивĕçтерме пуçланăччĕ.
Унсăр пуçне ку çĕршыва пирĕн кондитер çимĕçĕсем, органика пĕрлешĕвĕсем, резина, хут, пушмак, хура металран хатĕрленĕ япаласем, электрохатĕрсем, сĕтел-пукан ăсанаççĕ. Тавар çӳретес икĕ енлĕ хутшăнусене çирĕплетесси пирки çак кунсенче Питĕрти экономика форумĕнче калаçнă. Малашне тавар çаврăнăшне тата вăйлатасшăн.
Çак хисепе аслă шкул «Чуччу» спектакле тĕпе хурса хатĕрленĕ «Куккук каçĕсем» проектшăн тивĕçнĕ.
Премьера кăçалхи ака уйăхĕнче пулнăччĕ. Спектакль режиссерĕ — Культура институчĕн доценчĕ Алексей Болдырев, выляканĕсем — 1-мĕш курс студенчĕсем. Сценарине Олег Уляшев драматургăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ. Алексей Болдырев режиссер ĕçе чăваш йăли-йĕркин пайĕсемпе пуянлатнă. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх Раççей культура фончĕ проекта пурнăçа кĕртме укçан пулăшĕ.
Чăваш литературин классикĕн Çеçпĕл Мишшин чĕри тапма чарăннăранпа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.
Çак пулăма асра тытса Шупашкарта Çеçпĕл Мишши скверĕнче мероприяти иртнĕ. Унта республикăри сумлă çынсем, пултарулăх интеллигенцийĕ, культурăпа ӳнер ĕçченĕсем хутшăннă, нумай ырă сăмах каланă. Поэта асрах тытнине палăртсаунăн палăкĕ умне чечексем хунă.