Комментари хушас

16 Çĕртме, 2022

Тантӑш № 23 (4792) 16.06.2022

Кĕнеке — Васильевсен çывăх тусĕ

Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки час-часах тĕрлĕ конкурс ирттерет. Акă Ачасене хӳтĕлемелли Пĕтĕм тĕнчери кун «Çулталăкри чи нумай вулакан çемьене» палăртнă. Асăннă конкурса 46 çемье хутшăнма кăмăл тунă. Çĕнтерӳçĕ ятне Муркаш салинче пурăнакан Васильевсем тивĕçнĕ. Вĕсемпе çак кунсенче çыхăнма май килчĕ.

Çак кунах «Пултарулăх территорийĕ» конкурс çĕнтерӳçисене те палăртнă. Кунта сусăрсемпе хавшак сывлăхлă 150 ытла ача хутшăнма кăмăл тунă, 60 ытла çĕнтерӳçĕ пулса тăнă.

— Пирĕн çемьере виçĕ ача: асли Егор, унтан Милана тата Макар. Егор кăçал тăваттăмĕш класс пĕтерчĕ, Миланăпа Макар ача садне çӳреççĕ. Эпĕ хальхи вăхăтра декрет отпускĕнче, мăшăрăм Геннадий Константинович кӳршĕ регионта ĕçлет, — паллаштарчĕ хăйĕн çемйипе Надежда Васильева.

«Çулталăкри чи нумай вулакан çемье» конкурс пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса çу уйăхĕн 13-мĕшĕччен пынă.

Конкурс икĕ номинаципе иртнĕ. Хутшăнакансен е вулама юратнине ĕнентерекен, кĕнеке вĕсен çемйинче хаклă тупра вырăнĕнче пулнине кăтартакан, е пĕр-пĕр хайлав тăрăх инсценировка вылянине видео ӳкерсе ямалла пулнă. Жюри членĕсем ĕçе хакланă чухне вăл темăпа килĕшӳллĕ пулнине, ăна туллин çутатса панине тата ыттисем патне мĕнлерех илсе çитернине, содержанине, хăйне евĕрлĕхне, артист ăсталăхне шута илнĕ. Кашнинчех виçĕ çĕнтерӳçе палăртнă.

Васильевсем хăйсен ĕçне «Видеовизитка» номинацире тăратнă. Вăл та хăйне евĕрлĕ, пуян пулса тухнă. Видеороликре вĕсем кĕнеке вулама юратни, час-часах вулавăша çӳрени пирки каласа кăтартнă, сăн ӳкерчĕксенчен презентацие хатĕрленĕ.

— Пирĕн Егор вулама юратать, Муркашри библиотекăна час-часах çӳрет. Тепĕр чухне унта çемйипех пухăнатпăр. Пĕррехинче ывăла библиотека ĕçченĕсем «Чи нумай вулакан çемье» конкурс иртесси пирки пĕлтернĕ, хутшăнма сĕннĕ. Киле çитсессĕн çак хыпара пире пĕлтерчĕ. Паллах, хирĕçлемерĕмĕр, хутшăнма кăмăл турăмăр. Ĕçе хатĕрленĕ чухне кăткăслăх пулмарĕ. Пире библиотека çуртĕнче тăрăшакансем те пулăшрĕç, хамăр та çĕнтерӳ патне талпăнтăмăр, — каласа кăтартрĕ Надежда Николаевна.

Егор мĕн пĕчĕкренех кĕнекепе туслă. Кунта унăн кукамăшĕн Валентина Вениаминовнăн витĕмĕ те пур. Йӳçкасси шкулĕнче библиотекарьте тăрăшаканскер хăй вăхăтĕнче нумай ачана, çав шутра Надежда Николаевнăна та, кĕнекепе туслашнă. Халĕ çакна мăнукĕсене хăнăхтарать. Акă çуллахи каникулта Егор яланах ун патĕнче. Кунта та арçын ача ахаль лармасть. Куккăшĕпе пулла çӳрет, час-часах юлташĕсемпе тĕл пулать, кукамăшне пахчара пулăшать. <...>

Татьяна ИШМУРАТОВА.

♦   ♦   ♦


Песни, пляски, этноквест…

12 июня в Чебоксарском городском детском парке имени космонавта Андрияна Николаева состоялся ежегодный Республиканский детский фестиваль-конкурс «Ача-пăча Акатуйĕ». В красочном, наполненном задором и любовью к чувашской культуре празднике приняли участие творческие коллективы учреждений культуры, дети из пришкольных лагерей, воспитанники учреждений дополнительного образования городов Чебоксары, Новочебоксарск, поселка Кугеси, Яльчикского, Козловского, Комсомольского районов Чувашской Республики, а также жители и гости чувашской столицы.

Гости и участники детского конкурса участвовали в большой праздничной программе. Юные конкурсанты соревновались в вокальном и хореографическом искусстве, в силовом конкурсе по перетягиванию на поясах среди мальчиков «Чӑваш паттӑрĕ». Кроме того для детей был организован этноквест, посвященный истории, традициям и культуре чувашского народа. Оценивать мастерство участников открытого конкурса вызвалось компетентное жюри. Все победи-тели и лауреаты номинаций были награждены памятными призами и подарками.

Обучающиеся 43-й школы города Чебоксары под руководством учителей Сергея Соколова и Татьяны Соколовой тоже приняли участие в мероприятии и стали победителями в нескольких конкурсах. В номинации «Янра, чӑваш юрри!» («Звучи, чувашская песня») ансамбль «Мелодия» удостоилась диплома лауреата 1-й степени. А ученик 2-го класса Сергей Нагоров одержал победу в силовом конкурсе для мальчиков «Чӑваш паттӑрĕ». <...>

Подготовила Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   ♦


Хула мар, ял пурнăçĕ илĕртнĕ

Çĕрпӳ районĕнчи Хурамал ялĕнче çуралса ӳснĕ Юлия Ефремова комбайн пулăшуçинче вăй хурать. 28 çулти пикене уй карапĕ мĕнпе илĕртнĕ-ха? Çуллахи шăрăх çанталăкра хирте ĕçлеме мĕнлерех-ши? Кун çинчен вăл хăй каласа кăтартĕ.

— Эпĕ мĕн пĕчĕкренех техникăпа туслă. Çакă мана аттерен Николай Вениаминовичран куçнă. Пирĕн трактор пурччĕ. Вăл унпа çӳренине, ăна юсанине яланах тимлесе сăнаттăм. Хăш чухне мана та хăйĕнпе пĕрле лартса çӳретчĕ. Трактора юратнипе вунпĕрмĕш класс пĕтерсенех хурçă утпа çӳремелли документ илтĕм. Шкулпа сывпуллашсан Чăваш патшалăх ял хуçалăх академин ªхалĕ аграри университечĕº ветеринари медицинипе зоотехни факультетне вĕренме кĕтĕм. Анчах хула пурнăçĕ манăн кăмăла кайманнине ăнлантăм. Алла диплом илсенех тăван тăрăха таврăнас терĕм, — аса илчĕ Юлия.

Пĕррехинче ăна ашшĕ хăй ĕçлекен предприятие пырса пăхма сĕннĕ. Вăл унта нумай çул трактористра, механизаторта, комбайнерта тăрăшать. Юлия, ун чухне пĕрремĕш курс студенчĕ пулнăскер, пĕр иккĕленмесĕрех çул тытнă. Çапла 2013 çултанпа вăл ашшĕпе пĕрле вăй хурать.

— Халĕ комбайн рулĕ умне каччăсем çеç мар, хĕрсем те ним мар лараяççĕ. Пирĕн патра тепĕр хĕрарăм та тăрăшать. Мускавра ĕçлекенскер çуллахи вăхăтра кунта килет. Паллах, кăçал та вырмана тухас кăмăл пур- ха. Эпĕ çавăн пекех алăк тăвакан предприятире те вăй хуратăп. Çуллахи вăхăтра, вырма пуçлансан, ятарласа отпуск илетĕп. Укçи- тенкине аванах тӳлеççĕ. Палăртма кăмăллă: хам илнĕ пĕрремĕш укçапа водителе вĕренме кайнăччĕ. Халĕ тракторпа, комбайнпа çеç мар, çăмăл автомашинăпа та çӳретĕп. Хальхи уй карапĕсемпе чылай çăмăлрах пулнине палăртмалла. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

♦   ♦   


Пассажирсене те илсе çÿрет, урапа та ылмаштарать

Хĕрарăм аллинче руль пулни паян никама та тĕлĕнтермест. Хула урамĕсенче çӳрекен çăмăл машинăсене сăнаса пăхăр-ха. Кашни иккĕмĕшĕн хуçи — хĕр-упраç. Этемлĕхĕн черчен çурри автобус-троллейбуса та, йывăр тиевлĕ машинăна та парăнтарчĕ. Чиперуксем пасса-жирсене те илсе çӳреççĕ, урапа та ылмаштараççĕ. Паян сире маттур хĕрарăмсенчен пĕринпе, маршрутлă автобус водителĕпе Надежда Тихоновăпа паллаштарасшăн. Ăна сăмах:

— Эпĕ Чулхула облаçĕнче çуралса ӳснĕ, 9-мĕш класс хыççăн çемьепе атте-анне çĕршывне, Шупашкар районне куçса килтĕм. Кунтах шкул пĕтертĕм, çемье çавăртăм. 2016 çулта çăмăл машинăпа çӳремелли водитель правине алла илтĕм. Маршрутлă автобус водителĕнче вăй хурасса нихăçан та шухăшламан. Çав тери тунсăхлă, интереслĕ мар ĕç пек туйăнатчĕ. Пĕррехинче çул тепĕр енче патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем пĕр маршруткăна чарнине асăрхарăм. Малти алăкран йăрăс пӳллĕ, вăрăм çӳçлĕ, тăпăл- тăпăл кĕлеткеллĕ, илемлĕ хĕр тухнинчен тĕлĕнтĕм. Çакăн хыççăн маршрутлă автобусăн водителĕн ĕçĕ çине урăхларах пăхма тытăнтăм. 2020 çулта автошкула тепĕр хут вĕренме кайрăм, «С» тата «Д» категорисене алла илтĕм.

Ĕçе вырнаçсанах 41-мĕш маршрутлă автобус шанса пачĕç. Ку — чи кăткăс маршрутсенчен пĕри. Унтан 43-мĕшне куçарчĕç. Унта çулталăк ĕçлерĕм. Кашни общество транспорчĕн хăйĕн графикĕ, ĕç уйрăмлăхĕсем, кăткăс участоксем, çул юпписем, светофорсем. Çул пăккисем питĕ ывăнтараççĕ.

Хула тулашĕнче те çӳресе пăхас килчĕ. Кунта çăмăлрах: кашнинче чарăнмалла мар, пассажирсем те билета вокзалти кассăра туянаççĕ. Мана Шупашкартан Вăрнара çӳреме шанчĕç. Малтанах ял ячĕсене те, хакĕсене те пĕлсех каймастăмччĕ. Юрать, Вăрнарсем чăтăмлă пулчĕç.

Маршрутлă автобус рулĕ умĕнче хĕрарăма кашниех тĕрлĕрен йышăнать. «Пăх-ха, руль умĕнче хĕр, пĕрремĕш хут куратăп», — малтанах çапла пăшăлтатса калаçнине пĕрре мар илтеттĕм. Çынсем шанмасăр, тĕлĕнсе пăхатчĕç. Теприсем ятарласа манпа юнашар ларма тăрăшатчĕç. Пĕррехинче çума арçын вырнаçрĕ. Хăй нумай çул КАМАЗпа ĕçленине каласа пачĕ, çула, ман хусканусене сăнаса пычĕ-пычĕ те çывăрсах кайрĕ. Вăранчĕ те: «Эпĕ пĕрремĕш хут хĕрарăм-водительпе ыйха путрăм», — терĕ. Эпĕ лайăх çӳренине палăртса КамАЗпа ĕçлеме чĕнчĕ. <...>

Вера ШУМИЛОВА.

Материалсемпе тĕплĕнрех паллашас тесен...

www.hypar.ru