Çеçпĕл Мишши – халăх асĕнчех
Чăваш литературин классикĕн Çеçпĕл Мишшин чĕри тапма чарăннăранпа çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче 100 çул çитрĕ.
Çак пулăма асра тытса Шупашкарта Çеçпĕл Мишши скверĕнче мероприяти иртнĕ. Унта республикăри сумлă çынсем, пултарулăх интеллигенцийĕ, культурăпа ӳнер ĕçченĕсем хутшăннă, нумай ырă сăмах каланă. Поэта асрах тытнине палăртсаунăн палăкĕ умне чечексем хунă.
Аса илтеретпĕр: Çеçпĕл Мишши Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, чухăн çемьере ӳснĕ. Унăн «Хурçă шанчăк» сăвăсен пуххи пĕрремĕш хут 1927 çулта, сăвăçăн чĕри тапма чарăннă хыççăн 5 çултан, кун çути курнă. Поэтăмăрăн хайлавĕсене тĕнчери 56 чĕлхене куçарнă.
Комментари хушас