Новости по теме

29 Кăрлач, 2016

Пĕрлехи проекта - пурнăçа

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Правительство çуртĕнче Китай Халăх Республикин /КХР/ Сычуань провинцийĕн делегацине йышăннă. Ĕçлĕ тĕлпулăва Китай провинцийĕн Халăх Правительствин Канцелярийĕн представителĕсем, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тата экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн заместителĕсем Михаил Резниковпа Виталий Емельянов, "Чăваш Республикин Корпораци аталанăвĕн" ПАО гендиректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Виктор Гриншпун хутшăннă.

29 Кăрлач, 2016

Чăваш Ен - пурăнмалли чи лайăх вырăн!

Раççей Общество палатин членĕсем ĕнер Чăваш Енĕн туризмпа, культурăпа тата инвестицисемпе çыхăннă хăвачĕпе паллашма пултарчĕç. Республикăн унта иртнĕ презентацине ЧР Пуçлăхĕ

Михаил Игнатьев ертсе пыракан сумлă делегаци хутшăннă.

29 Кăрлач, 2016

Нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче çырăнтару кампанийĕ пуçланать.

«Хыпар» Издательство çурчĕн кăларăмĕсене 2016 çулăн иккĕмĕш çурринче /кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче/ илсе тăмашкăн хальтерех çырăнса укçăра перекетлĕр.

«Хыпар» хаçатăн хакĕ - 625,62 тенкĕ, «Хыпар-эрнекунăн» - 325,92 тенкĕ. Васкăр!

29 Кăрлач, 2016

Чăваш балечĕ - Германире, Швейцарире...

Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балет труппи Европа çĕршывĕсене гастроле çÿресси тахçанах йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Хальхинче те труппăн илемлĕх ертÿçи, Пĕтĕм тĕнчери конкурссен лауреачĕ Данил Салимбаев пуçарăвĕпе вăл Германие, Австрие, Лихтенштейна тата Швейцарие çитсе килнĕ.

29 Кăрлач, 2016

Ачасем валли - паха апат

Шупашкарти 49-мĕш шкулта апата суйласа илмелли йĕркепе швед сĕтелĕпе усă кураççĕ.

Çĕршывра ачасене пысăк пахалăхлă тата йÿнĕпе апатлантаракан вĕренÿ заведенийĕ сахал мар. Шупашкар шкул ачисем валли чи лайăх меню хатĕрленĕ хуласенчен пĕри пулса тăнă. Швед сĕтелĕ вĕренекенсене хăйсене килĕшнĕ апата суйласа илме май парать.

29 Кăрлач, 2016

Пулас политиксемпе сÿтсе явнă

РФ Президенчĕн Чăваш Енри йышăну пÿлĕмĕнче ЧР федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представительствин кадр резервĕнче тăракан çамрăксемпе тĕл пулнă.

29 Кăрлач, 2016

Ăмăртуран - больницăна

Йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухни 13 çулти хĕрачашăн пысăк инкекпе вĕçленнĕ.

Етĕрне районĕнчи Урпашри шкулта вĕренекен Ксения М. пĕчĕкренех спортпа туслашнă. Ăмăртусенчен час-часах çĕнтерÿпе таврăннă. Районта йĕлтĕр сезонĕ уçăлсан шкул чысне хÿтĕлеме вĕрентекенсем Ксюшăна яма шутланă. Унччен хаваспах старта тухнă хĕрача хальхинче иккĕленнĕ. Сăлтавсăр мар.

Pages