Ăмăртуран - больницăна

29 Кăрлач, 2016

Йĕлтĕр сырса ăмăртăва тухни 13 çулти хĕрачашăн пысăк инкекпе вĕçленнĕ.

Етĕрне районĕнчи Урпашри шкулта вĕренекен Ксения М. пĕчĕкренех спортпа туслашнă. Ăмăртусенчен час-часах çĕнтерÿпе таврăннă. Районта йĕлтĕр сезонĕ уçăлсан шкул чысне хÿтĕлеме вĕрентекенсем Ксюшăна яма шутланă. Унччен хаваспах старта тухнă хĕрача хальхинче иккĕленнĕ. Сăлтавсăр мар.

Спортпа туслăскер вĕренÿре те малта пулнă. Амăшĕ каланă тăрăх - дневникра «4» паллăсем курăнма пуçлани Ксюшăна тивĕçтермен. Вăл çине тăрсах вĕренме тытăннă, тренировкăсене сиктернĕ. Çавăнпа хăй шкул чысне тивĕçлипе хÿтĕлесси иккĕлентернĕ ăна. Çитменнине хĕрача хăйне япăх туйнă. Çакăн пирки класс ертÿçине маларах пĕлтернĕ. Шел, учительсем ыйтнипе Ксюша йĕлтĕр çине тăнă-тăнах.

Ăмăртура хĕрача сывлăхне пăхмасăр мĕнпур вăй-халне пухса чупнă. Чăн та, шкул чысне яман, иккĕмĕш вырăна тухнă. Анчах пьедестал çине çĕкленеймен. Савăнăçлă самант умĕн хĕрачан пуçĕ хытах ыратма, ăшĕ пăтранма пуçланă. Çакна кура вĕрентекенсем «васкавлă пулăшу» чĕнтернĕ. Тухтăрсем çитнĕ вăхăтра хăйне лайăхрах туйнă, çапах ăна Етĕрнери район больницине илсе çитернĕ. Унта вăл тÿрех тăнне çухатнă. Каç енне васкавлăн ăна Шупашкара ăсатнă. Тухтăрсен диагнозĕ тăрăх - пуç мимине юн кайнă. Право органĕ ĕçе тĕпчеме пуçланă.