Ăнтăлуллисемшĕн - çул уçă

29 Кăрлач, 2016

Правительство çуртĕнче сăвă-юрă та янăрарĕ

Республикăра пултаруллă çамрăксене патшалăх енчен пулăшса пырасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Çакна çирĕплетме пĕр тĕслĕх те çителĕклĕ: 2004 çултанпа Чăваш Енри вĕренекен, ĕçлекен чи хастар 1000 çамрăка стипендипе хавхалантараççĕ. Унăн уйăхри виçи паян 1830 тенкĕпе танлашать, ăна çамрăк çулталăк тăршшĕпе уйăхсерен илсе тăрать.

Стипендие камсем илме тивĕçни уçăмлă: вĕренÿре, ăслăлăхра, спортра, бизнес-проект ĕç-хĕлĕнче, пултарулăх тĕрлĕ хутлăхĕнче, производствăра, ертсе пырас ĕçре çитĕнÿсем тăвакан яшсемпе хĕрсем. Кăçал хавхалантарма палăртнă çамрăксен списокĕнче иккĕ виççĕмĕш пайĕ - вĕренекенсемпе студентсем. Малалла вулас...

Рубрика: