Ачасем валли - паха апат

29 Кăрлач, 2016

Шупашкарти 49-мĕш шкулта апата суйласа илмелли йĕркепе швед сĕтелĕпе усă кураççĕ.

Çĕршывра ачасене пысăк пахалăхлă тата йÿнĕпе апатлантаракан вĕренÿ заведенийĕ сахал мар. Шупашкар шкул ачисем валли чи лайăх меню хатĕрленĕ хуласенчен пĕри пулса тăнă. Швед сĕтелĕ вĕренекенсене хăйсене килĕшнĕ апата суйласа илме май парать.

«8-11-мĕш классенче пĕлÿ илекен ачасем спорт занятийĕсенче, вĕренÿре вăй нумай пĕтнине ăнланса рациона хал кĕртме пулăшакан апата суйласа çиеççĕ», - палăртать Шупашкар хула администрацийĕн вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Захаров. Кăнтăрлахи апат валли поварсем темиçе тĕрлĕ яшка тата гарнир /рис, макарон, купăста/ хатĕрлеççĕ. «Ачасен сĕнĕвĕсене те шута илетпĕр, вĕсем ыйтнине тивĕçтерме тăрăшатпăр», - теççĕ апатлану пункчĕсенче ĕçлекенсем.

Çав вăхăтрах вĕсем меню шайлашуллă пулмалли, продукци санитари нормисемпе килĕшсе тăмалли çинчен те манмаççĕ.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: 
Автор: